Чӳкçĕ
Чӳкçĕ, — чӳк йĕркине пĕлекен. Ытларах чӳк ирттерме халăх укçипе, пурлăхĕпе илнĕ выльăха, кайăк-кĕшĕке кĕлĕ сăмахĕсем каласа, янаварласа пусса /чиксе/ параканĕ.
Чӳкçĕ выльăха пуçĕпе хĕвел тухăç еннелле тăратать. Пусиччен кĕлĕ каласа ун çине шыв сапса е ун çинче çĕçĕ-пуртă шаккаса хăратать, силлентерет. Выльăх силленсен, унăн чунĕ ăна пăрахса тухать имĕш, выльăх чунсăр янавар пулса юлать тенĕ. Пуснă выльăхăн урисене тата хӳрине татман, пуç тирне сӳмен. Тирне шалча çине çыхса юпа çине тайăнтарса çакнă. Çынсем кайсан выльăх чунĕ çакăнта таврăнать, кайран кĕтĕве каять тесе шутланă.
Чӳкçĕ пуснă выльăхăн юнне ăçта мĕнле тумлатмаллине, салмаллине пĕлнĕ, çут çанталăк ыррисене, вучахри вут-йыш туррисене кĕтĕве, выльăхă упракан ырăсене какайăн хăш пайне асăнса памаллисене пĕлнĕ. Чӳкçĕ выльăха калпак тăхăнса пуснă.