Шăпчăк
Шӑпчӑксем | ||
---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||
|
||
Латинла çырни | ||
Luscinia |
Шӑпчӑксем (лат. Luscinia) — ҫерçи евĕрлисен ушкӑнӗн вӗҫен кайӑксен кăкĕ (речĕ). Тӗрлӗ классификаци тӑрӑх Сĕлхе йышшисен (Turdidae) е Шăна кайăк йышшисене (Muscicapidae) кӗртеҫҫӗ.
Чи палли Ахаль шӑпчӑк (Luscinia luscinia) — тӑршшӗпе 17 см патне, вӑрӑм ураллӑ, пысӑк тӗттӗм куҫлӑ, хӑмӑртарах тӗклӗ хӗрлӗ-сарӑ хӳреллӗ вӗҫен кайӑк.
Епле курӑнни, апатланни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шăпчăк - çерçирен пысăк кайăк. Çулçăллă вăрмансене килĕштерет, садсемпе парксене вырнаçать. Уйрăмах нӳрĕ вырăнсенче тăтăшах тĕл пулать. Çăмартисем (4-5) сăрă е сăрăрах хăмăр тĕслĕ. Йăвине çĕр çинче тăваççĕ. Аçи çуркунне чи малтан вĕçсе килет. Маларах ваттисем çитеççĕ. Çамрăк аçасем ваттисемпе юнашар вырнаçма тăрăшаççĕ. Час-часах йăва лаптăкĕшĕн хирĕçеççĕ. Кайран килĕштерсе пурăнаççĕ. Хăш чухне ватă аçапа çамрăкки пĕр турат çине ларса юрланине те курма пулать. Апата çĕр çинче пуçтараççĕ. Малтанхи шăпчăксем çу уйăхĕн 8-10-мĕшĕсенче вĕçсе килеççĕ. Кăнтăралла утă уйăхĕн вĕçĕнче, çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче çул тытаççĕ.
Тӗсӗсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- В. М. Мокиенко, Т. Г. Никитина. Соловей // Большой словарь русских поговорок. — М: Олма Медиа Групп. — 2007.
- Schmadel, Lutz D. Dictionary of Minor Planet Names (англ.). — Sixth Revised and Enlarged Edition. — Heidelberg, N. Y., Dordrecht, L.: Springer, 2012. — P. 67. — ISBN 978-3-642-29717-5.
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кайăк тĕнчи 2006 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Соловей
- Соловьи 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.