Шаблон:Кун пулăмĕсем:04-10
Курӑнакан калӑплав
- 1821 — Турккăсем Григорий V патриарха хăйĕн резиденци хапхинче çакаççĕ, кĕлеткине Босфора пăрахаççĕ.
- 1826 — Грек революцийĕ: пĕр çулталăк хупăрланă хыççăн Месолонгион парăнать.
- 1912 — «Титаник» (капăрл.) Саутгемптон портĕнчен хăйĕн пĕрремĕш, çаплах юлашки тинĕс çӳревне тухать.
- 1917 — Çĕнĕ Йоркра уçалнă куравра Марсель Дюшан чăн унитаза кăтартнă.
- 1936 — Юхма Мишши, чăваш çыравçи, историкĕ, сăвăçи, драматургĕ çуралнă.
- 1940 — Исланди пĕтĕм ĕç-пуçĕпех Данирен уйрăлать.
- 1944 — Одесса операцийĕ: Одессăран наци Германин çарĕсене çапса кăлараççĕ.
- 1944 — Поствайкин Евграф Михайлович, мари çыравçи çуралнă.
- 1967 — Улшăнакан геометриллĕ çунатлă МиГ-23 совет истребителĕн пĕрремĕш вĕçевĕ.
- 2010 — Поляксен ертӳлĕхĕ Смулен патĕнчи авиакатастрофăра пĕтет.