Шаблон:Кун пулăмĕсем:06-8
Курӑнакан калӑплав
- 1783 — Исландире Лаки вулкан пĕрхĕтме пуçлать, çакна пула кашни пиллĕккĕмĕш исланд (выçлăхран, е газсемпе пăнтăхса) пĕтнĕ.
- 1832 — Петербургра, Ӳнер академин çуртне хирĕçле Фивран илсе килнĕ (капăрл.) гранит сфинксĕсене лартнă.
- 1843 — Микулай чукун çулне (Петербург—Мускав йĕрĕ, халĕ Октябрь чукун çулĕ) тума тытăннă.
- 1861 — Теннесси штатĕнче иртнĕ референдумра сасăлакансен иккĕ виççĕмĕш пайĕ АПШ йышĕнчен тухас пирки майлă пулнă.
- 1930 — Румынире кермен пăтăрмахĕ пулса иртнипе çула çитмен Михай I патшана хăтарнă, астулне Кароль II ятпа унăн ашшĕ йышăнать.
- 1949 — Джордж Оруэллăн «1984» антиутопийĕ пичетрен тухать.
- 1958 — СССР футбол команди тĕнче чемпионатĕнчи пĕрремĕш вăййине, Англипе тупăшса 2:2 шутпа вĕçлет.
- 1960 — Лев Троцкине вĕлерекен Рамон Меркадера Кремльте Совет Союзĕн Паттăрĕн çăлтăрĕпе тивĕçтернĕ.