Шаблон:Кун пулăмĕсем:08-5
Курӑнакан калӑплав
- 1583 — Хамфри Гилберт Çурçĕр Америкăра анкăлсен пĕрремĕш колонине йĕркелет
- 1716 — Евгений Савойский Тăнай çумĕнчи Петервардейн карманĕ патĕнче турккăсене çапса çĕмĕрет (капăрл.)
- 1772 — Речь Посполитăйăна Раççей, Прусси тата Австри хăйсем хушшинче пайланă
- 1775 — Хуан де Айала, европейсен пĕрремĕш Ылтăн Хапха витĕр тухса Пирĕштисен утравне анать
- 1884 — Бедлоус утравĕнче, Çĕнĕ Йоркра, Ирĕклĕх статуйин айне пĕрремĕш чул хунă
- 1891 — пĕрремĕш çул çӳрев чекĕсене («American Express») хута кĕртнĕ
- 1924 — Турцире Ататюрк инициативипе нумай арăмлă пулма чарнă
- 1943 — Курск çапăçăвĕнче Орелпа Белгород хуласене ирĕке кăларнă, çакна пула Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕнче пĕрремĕш салютланă.
- 1967 — Pink Floyd ушкăнăн пĕрремĕш альбомне хайланă