Шаблон:Кун пулăмĕсем:10-22
Курӑнакан калӑплав
- 1730 — Миних Ладога каналне туса пĕтернĕ пирки пĕлтерет
- 1797 — Андре-Жак Гарнерен историре пĕрремĕш вĕçев аппарачĕ çинчен (капăрл.) парашютпа сикет
- 1842 — Густав Фаберже Санкт-Петербургра ювелир ăста лаççине уçать
- 1904 — Гулл хирĕçĕвĕ: вырăс эскадри Çурçĕр тинĕсĕнче анкăл пулăçĕсен иккĕ карапне шыва путарать
- 1938 — Честер Карлсон пĕрремĕш ксерокопи аппаратне хатĕрлет
- 1962 — Кариб кризисĕ: Джон Кеннеди хăйĕн телекалаçăвĕнче Кубăна сывлăшпа та, тинĕспе те хупăрлана пирки хыпарлать
- 1970 — итал экранĕсене Бернардо Бертолуччин «Конформист» фильмĕ тухать
- 1975 — совет космос станцийе «Венера-9» Çĕр çине Хĕвел системинчи урăх планета çийĕн ӳкерчĕкĕсене ярса парать.