Шаблон:Кун пулăмĕсем:11-23
Курӑнакан калӑплав
- 1708 — Вырăс православи чиркĕвĕ украинсен Иван Мазепа гетманне анафемăна янă.
- 1793 — Гродно сеймĕ хăйĕн ĕçне вĕçленĕ.
- 1831 — Санкт-Петербургра Румянцев керменĕ (капăрл.) уçăлнă.
- 1943 — тăмăрсен (Черчилль, Рузвельт тата Чан Кайши) Каир конференцийĕ.
- 1946 — францисем Хайфона пенĕ хыççăн Индокитай вăрçи тапранать.
- 1957 — Миланра Борис Пастернакăн «Доктор Живаго» романне пичетленĕ.
- 1959 — Шарль де Голль хăй «Европăна, Атлантикăран Урала» çити епле курнине ăнлантарса панă.
- 2003 — Кĕлчечексен революцийĕ: грузин президенчĕ Эдуард Шеварднадзе ĕç вырăнне хăварать.