Шаламов Варлам Тихонович
Варлам Тихонович Шаламов (1907—1982) — совет прозаикĕ, сăвăç, совет лагерĕсем çинчен литературă çаврăнчăклăхĕсене çыраканĕ.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ачалăх, çамрăклăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Варлам Шаламов 1907 çулта, çĕртме, 18 (утă, 1) Вологдăра турă ĕç çынни çемйинче çуралнă. Ашшĕ малутăмлă шутлă çын шутланнă. Амăшĕ вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ. 1914 çулта гимназие вĕренме кĕнĕ, вĕренĕве революции хыççăн вĕçленĕ. 1923 çулта Мускава килнĕ, Кунцевăра сăран тăвакан савутра ĕçленĕ. 1926 — 1929 çулсенче МПУ-н совет прави факультетĕнче вĕреннĕ.
Пултарулăхĕ, культурă пулăмĕсенче хутшăнни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1932 ç. Шаламов Мускава таврăнать, Мускав хаçат-журналĕсенче ĕçĕсемпе пичетленме тытăнать. Темиçе калав кăларать. Пысăк ĕçĕ — «Три смерти доктора Аустино» калавĕ — «Октябрь» журналра (1936).
1951 ç. Ирĕке тухсан Шаламов литературă ĕçĕ-хĕлĕпе вăй хурать. Çыравçă «Колымские рассказы» 1954 — 1973 çулсенче шăратать. Уйрăм кăларăмпа калавсем Лондонра 1978 çулта тухаççĕ. СССР-та 1988—90 çулсенче çута тухаççĕ. Çыравçă хăй ĕçне 6 кĕнекене пайлать: «Колымские рассказы», «Левый берег», «Артист лопаты», «Очерки преступного мира», «Воскрешение лиственницы» и «Перчатка, или КР-2». Вăл Б. Л. Пастернакпа тĕл пулса калаçать. Каярахпа, Б. Пастернак Нобель премине илме килĕшмесен, вĕсен ĕмĕр сукмаккисем уйрăлса каяççĕ. «Колымские тетради» (1937—1956) сăвă пуххине туптать. 1956 ç. Шаламов Мускавра, малтан Гоголь бульварĕнче, 1950-мĕш çулсем вĕçĕнче — çыравçăсен йывăç çуртĕнче Хорошĕв шоссейĕнче (д. 10), с 1972 ç. — Васильевской урамĕнче (д. 2, корпус 6) пурăнать. «Юность», «Знамя», «Москва» журналсенче ĕçĕсене тĕнчене кĕртет, нумай Н. Я. Мандельштампа, А. И. Солженицынпа (тепĕртакран вĕсен калаçăвĕ сӳтсе-явмалли тавлашăва куçать) калаçать; франци чĕлхи специалисчĕ В. Н. Клюева профессор (Арбат урамĕ, 35) патне хăнана çӳрет. Прозăра та, сăвăсенче те (сборник «Огниво», 1961, «Шелест листьев», 1964, «Дорога и судьба», 1967, тата ыттисем те), Шаламов сталин лагерĕсенчи асап пурнăçа кăтартать, çаплах тата Мускав çинчен те (сăвăсен пуххи «Московские облака», 1972) çырать. 1960-мĕш çулсенче А. Галичпа паллашать. 1953 — 1979 Шаламов Инвалидсемпе ват çынсен çуртне пурăнма куçсан, ĕç-хĕл çырăвĕсене пухса пырать, вĕсене халиччен те тишкерсе çутта кăларса пыраççĕ.
Репресси
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кăрлач, 19 1929 г. Шаламова арĕсленĕ за участие в работе подпольной университетской типографии и виçĕ çуллăха лагере хупнă. Вишер лагерĕнче (Çурçĕр Урал) явап вăхăтне тӳснĕ.
Кăрлачра, 1937 ç. Шаламова каллех «революцине хирĕçле троцки енлĕ шухăш-ĕçшĕн» тытса хупнă. 5 çулллăха лагере янă, Колымара çак вăхăта тăсса тӳснĕ. 22 июня 1943 г. тепĕр хут сутласа советсене хирĕçле калаçнăшăн 10 çуллăха лартнă.
1951 ç. Шаламов лагерĕнчен ирĕке тухать, анчах Мускава таврăнаймасть. 1953 ç. Колымара фельдшер пулса ĕçлет.
Кайран Калинин облаçĕнче, Мускав тулашĕнче пурăнать. Йывăр пурнăçа пула çемйи саланать, сывлăхĕ начарланать. 1956 çулта (реабилитаци хыççăн) Мускава таврăнать.
Юлашки çулĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хăйĕн юлашки 3 çулне чирпе асапланнă Шаламов Литфондăн Инвалидсемпе ватăсен çурчĕнче (Тушинăра) ирттернĕ. Çыравçă 1982 çулхи кăрлач, 17 çут тĕнчерен уйрăлать. Мускаври Кунцево çăвинче çĕре пытарнă. Юлашки çула ăсатма 150 çын пынă. А. Морозов тата Ф. Сучков Шаламовăн сăввисене сасăпа вуланă.
Шаламов ĕçĕсене кинофильмсем çине çапни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Завещание Ленина» — Шаламов ĕçĕ тăрăх çапса кăларнă фильм 12-сыпăклă фильм.
- « Майор Пугачёвăн юлашки çапăçăвĕ» — Шаламовăн «Колыма калавĕсем» ĕçĕ тăрăх çапса кăларнă фильм.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Варлам Шаламов 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шаламов кĕнекисем, Шаламов çинчен сайте Вологдă облаçĕн универсаллă тĕпчев вулавăшĕ 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Варлам Шаламов сăввисем в Вырăс сăвăçлăхĕн антологийĕ
- Варлам Шаламов музей-çурчĕн сайт пайăрки 2014 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Автор вулавĕн аудиоçырăвĕсем.
- Шаламов çинчен статьясем
- Валерий Есипов Пуç-шухăш ĕçĕ е чĕркуççиленсе ĕçлени? (Варлам Шаламов тата Александр Солженицын)
- Валерий Есипов «Вĕсем мана путăка тĕкеççĕ…»: Шаламов тата диссидентсем
- Марк Васильев Варлам Шаламов тата партин шалти 20-мĕш çулсенчи кĕрешĕвĕ
- Елена Волкова «Парадоксы катарсиса Варлама Шаламова»
- «Варлам Шаламов вилĕмĕ»