Шарабрин Иван Георгиевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Шарабрин Иван Георгиевич
Çуралнă вăхăт: утă, 3, 1905
Çуралнă вырăн: Сĕнтĕрвăрри, Чăваш АССР, РСФСР, ССРС
Вилнĕ вăхăт: 1995
Вилнĕ вырăн: Мускав
Патшалăх:

Раççей Федерацийĕ

Альма-матер: Хусанти ветеринари институчĕ (1928), Кироври педагогика институчĕ (1936)

Шарабрин Иван Георгиевич — чăваш ăсчахĕ. Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри хулинче çуралнă (3.7.1905-1995).

РСФСР ăслăлăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1970), ветеринари ăслăлăх тухтăрĕ (1937), профессор (1935).

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хусанти ветеринари институчĕ (1928), Кироври педагогика институчĕ (1936) пĕтернĕ. 1932 çулта Кироври ялхуçалăх институчĕн клиника диагностики кафедрин заведующийĕ. Темиçе çул хушши ветеринари факультечĕн деканĕ пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче 4-мĕш украина фрончĕн тĕп ветеринари терапевчĕ пулнă. Полковник. Мускаври ветеринари академин терапи кафедрин заведующийĕ (1962-1979). 5 монографипе 7 справочник пичетленĕ. Шутласа кăларнă приборсемпе хатĕрсемшен темиçе автор свидетельстви илнĕ, çавсенчен сфигмотонографпа флебоосциллометр (выльăхсен юн пусăмне виçекен хатĕр) чи ăнăçлисем пулнă. Алексеева Татьяна Ивановнан ашшĕ.

Чыславсемпе парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ - 1944;
  • Тăван Çăршывĕн аслă вăрçин 1-мĕш шайри орденĕ - 1945 [1]

Тĕп ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • И. Г. Шарабрин, В. М. Данилевский, И. М. Беляков, Л. Г. Замарин, "Патология обмена веществ и ее профилактика у животных специализированных хозяйств промышленного типа" — М.: Колос, 1983. — 144 с—(Учеб. пособия для фак. повышения квалификации руководящих кадров колхозов и совхозов и специалистов сел. хоз-ва)
  • Ф.Ф. Прохоров, С.Н.Смирнов, И. Г. Шарабрин и др. (под редакцией И. Г. Шарабрина) ,"Внутренние незаразные болезни сельскохозяйственных животных" — М.:Колос, 1976. - 600 с
  • И.Г. Шарабрин, В.А Аликаев., Л.Г. Замарин, В.М. Данилевский, Л.В. Панышева, П.Я. Конопелько, Ф.Ф. Порохов, С.И Смирнов, И.Н. Симонов, Н.А. Судаков; (под редакцией И. Г. Шарабрина), "Внутренние незаразные болезни сельскохозяйственных животных" — Учебник для студентов высших сельскохозяйственных учебных заведений по специальности "Ветеринария" - М; Агропромиздат., 1985. - 527 с., табл.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]