Шва

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Schwa IPA symbol

Шва (ивр. שְׁוָא[ʃəˈwaʔ] — нимĕн) — вăтам ретри тата вăтам çÿллĕхри уçă сасă («нейтраллă»). транскрипцире пуçхĕрле çавăрса хунă «e» саспалли пек паллăпа усă кураççĕ (IPA [ə], U+0259). Ку уçă сасă пусăмсăр (вăйсăр) позицисенче чылай чĕлхесенче пур. Хăшпĕр чĕлхесенче вăл пусăмлă (вăйлă) позицире те пулма пултарать.

Чăваш чĕлхинчи [ă] тата [ĕ] сасăсем "шва" текен сасăна çывăх, анчах унпа тан мар. Мĕншĕн тесен [ă] — кайри ретри уçă сасă, [ĕ] — малти ретри уçа сасă. "Шва" вара, каларăмăр ĕнтĕ, вăтам ретри уçă сасă пулса тăрать.

Çапах та сăмахсен фонетикăлла кÿлепине палăртнă чухне хайхи паллăпа [ă] тата [ĕ] сасăсене те кăтартма май пур, мĕншĕн тесен çумри хупă сасăсем хытă е çемçе пулни хăйĕх уçă сасă хăш ретре пулнине систерет[çăлкуç ăçтан?].

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Шва // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]