Швед чĕлхи
Швед чĕлхи (svenska) — çурçĕр герман ушкăнне кĕрекен чĕлхе. Швецире тата Финляндире патшаллăх чĕлхи шутланать. Швед чĕлхине Швед Академийĕ (Svenska Akademien) йĕркелесе пырать.
Швед чĕлхи патне çывăххисем: дани тата норвеги чĕлхисем. Çăванпа та датчансем тата норвежецсем шведсене, чĕлхесем пĕр пекрех пулнипе, пĕр-пĕрне лайăх ăнланаççĕ. Исланди тата фарер чĕлхисем татах çӳрçĕр герман чĕлхисен группăна кереççĕ, анчах та пĕчĕкенех аякрах швед челхирен вырнăçнă.
Чĕлхе кочĕ - sv е swe, sve (ISO 639 тăрăх). Чĕлхепе 9 млн. патнелле çын калаçать.
Алфавичĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Швед чĕлхи 29 саспаллинчен тăрать. a b c d e f g h i j k l m n o p q r s t u v w x y z å ä ö
W саспаллине хăй тĕллĕн усă курмаççĕ, вăл V пек шутланать. Ăна çын ячĕсене тата урăх чĕлхерен илнĕ сăмахсене çырнă чухне кăна усă кураççĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Скандинави чĕлхисем |
|
---|---|
Утраври кĕçĕн ушкăн | |
Континентри кĕçĕн ушкăн | |
Варринчи кĕçĕн ушкăн |