Контент патне куҫ

Швецин провинцийĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Швеципе Финляндин тахçанхи провинцисем.

Провинци, çаплах ландскап (шв. landskap) — Швецин Культурăпа истори паллăлăхне упракан администрацисĕр территори виçи.

Официаллă Швецие провинцисене 1634 çулхи Аксель Оксеншерн реформиччен пайланă. Çĕнĕлле системăпа патшалăх ленсенчен тытăнса тăрать. Ленсен хальхи чиккисем провинцисенни пекех юлнă. Хăшпĕр провинцисем пĕтĕмпех урăх патшалăхсене кĕреççĕ (Финлянди, Раççей Федерацийĕ), çавăнпа та халĕ çав терминсемпе усă курмаççĕ. Апла пулсан та, провинцисем хальхи Швеци территоринче кулленхи пурнăçра паллă ролĕ курăнать.

Провинцисем регионсенеГёталанд, Свеаланд тата Норрланд — кĕреççĕ. Юлашкин пайĕ Финляндире вырнаçнă, çавăнпа та тăтăшах Норрланд тесе унăн хальхи швед пайне çеç асăнаççĕ. Унчен Эстерланд регион пур, унăн территорийĕ пĕтĕмпех хальхи Швецин тулашĕнче вырнаçнă.

Пĕрлĕ патшалăха туса хуриччен, хальхи Швецин территорине ун чухне сĕмлĕх сферисене, пĕчĕк патшалăхсене пайланă пулнă. Вĕсем пĕтĕмпех пĕр монарх влаçне лекиччен, кашни провинцин хăйĕн саккунĕсем тата тинг — политикăпа суд пухăвĕ — юлнă. Патшалăх йышне кĕнĕ провинцисен херцăклăх статусĕ пулнă. Каярах паллăраххисене çав статусрах хăварнă, хăшĕсене графлăха куçарнă.

Швеци Кальмар унинчен 1524 çулта тухсан, хăшпĕр территорисене çеç провинци евĕр пуçтарма пултарнă. Чылай тупăш çĕре Роскилл лапкăлăхĕпе 1658 çулта туяннă, çапла вара Швецие унчен дан провинцисем Сконе, Блекинге тата Халланд, çаплах норвег провинцисем Бохуслен, Емтланд тата Херьедален пулнисем хушăннă. Туртса илнă ытти территорисене доминион статусĕпе тивĕçтернĕ, вĕсем вара швед монархĕн айĕнче, хăшпĕррисем — ик-виç ĕмĕр пулнă. Норвеги вара Харпăр унинче Швеципе XIX ĕмĕр тăршшипех тăнă, анчах та ăна Швеци йышне илмен.

Раççее хирĕç вăрçнă хыççăн 1809 çулта Швеци Финляндие çухатнă. Вестерботтен ленне кĕнĕ Вестерботтен тата Лаппланд провинцисене (вĕсен хăшпĕр çĕрĕсем Финляндие кайнă хыççăн) пайланă. Лаппланд тухăç пайĕнче уйрăм Лаппи провинцине (хальхи Лаппи провинчен урăххи) туса хунă. Раççее панă Вестерботтен тухăç пайĕ пысăках пулманнипе вăл финнсен Похьянмаа провинцин (Остроботни, Эстерботтен) пайĕ пулса тăнă. Унсăр пуçне, Вестерботтен ленĕн çурçĕр территоринче çĕнĕ Норрботтен ленне йĕркеленĕ. Вăхăт иртнĕçем нумайăшĕ çак территорие уйрăм Норботтен провинчи теме тытăннă, вара 1995 çулта вăл хăйĕн гербне тивĕçнĕ, иçмасса. Çакăн хыççăн ăна пурĕпех йышăннă.

Геральдика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Гёталанд регионĕн провинцисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Гёталанд йышне 10 провинци кĕрет.

Блекинге Бохуслен Вестергётланд Готланд (провинция) Дальсланд
Сконе Смоланд Халланд Эланд Эстергётланд

Свеаланд регионĕн провинцисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Свеаланда 6 провинци кĕрет.

Вермланд Вестманланд Даларна Нерке Сёдерманланд Уппланд

Норрланд регионĕн провинцисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи Норрланд йышне 8 провинци кĕрет.

Вестерботтен Естрикланд Емтланд Лаппланд Медельпад
Онгерманланд Хельсингланд Херьедален Норрботтен

Хальхи Финлянди территорине пĕр провинци кĕрет.

Эстерботтен

Малтан Эстерланд регионĕн провинцисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эстерланд йышне 7 провинцийĕ кĕнĕ, вĕсем халĕ Финлянди территоринче.

Оланд Эгентлига-Финланд Нюланд Карелен
Сатакунда Тавастланд Саволакс