Шове (çĕр хăвăлĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Арăслансем, ÿкерчĕк пайĕ

Шове çĕр хăвăлĕ (фр. grotte Chauvet) — кăнтăр Францири Вальон-Пон-д’Арк ятлă пĕчĕк хула çывăхĕнче Ардеш юханшыв лапамĕнче чул çинче тахçан авалхи ÿкерчĕклĕ вырнаçнă çĕр хăвăлĕ. Францин историллĕ палăкĕсен шутне кĕртнĕ (юпа, 13, 1995), патшалăх харпăрлăхĕ (нарăс, 14Ю 1997). 2014 çулта Шове Пĕтĕм тĕнчен еткерлĕхне кĕнĕ.

Калăпăшĕпе вăл Ласко çĕр хăвăлĕнчен çавра тата вăрăм хăвăллăхĕсем пĕтĕмĕшле илсен 800 метров, çÿллĕшĕ вара 18 метров. Çынсем кунта 37000-33500 çул каялла, ун хыççăн татах 31000 - 28000 çул каялла пурăннă.

Çĕр хăвăлĕнче 435 чĕрчунсен ÿкерчĕкĕсем тупнă. Шове чул хысакĕ ÿнерĕ тĕнчери чи авалли шутланать. Вĕсене 36 пин çул (ориньяк культури) каялла тунă тесе шутлаççĕ, анчах чăн вăхăтне тĕрĕс калассишĕн хальхи вăхăтченех тавлашу пырать.

Чул ту ÿкерчĕкĕсем питĕ лайăх упранса юлнă, мĕншĕн тесен Шове çĕр хăвăлĕ пăр тапхăрĕнченех уçă шăтăкĕ умне ту хысакĕсем ÿксе хупласа лартса ытти тĕнчерен уйăрнă. Çĕр хăвăлне 1994 çулхи раштав, 18 виçĕ спелеолог — Жан-Мари Шове (Jean-Marie Chauvet), Элиет Брюнель (Éliette Brunel) тата Кристиан Иллэр (Christian Hillaire) уçнă.

Çĕр хăвăла халăха пырса курма ирĕк çук, мĕншĕн тесен сывлăш кăштах нÿрелниех ÿнере пăсма пултарать. Курма ирĕк темиçе сахал археологсен çех, ăна пулсан та темиçе сехетлĕхе пур.

2015 çул тĕлне халăха кĕртсе кăтартма таврара çĕр хăвăлĕн копине хатĕрлесе хума палăртнă.

Çĕр хăвăлĕн хысакĕ çинче носорог, тарпан, арăслан, упа, пантера, бизон тата пăр тапхăрĕн ытти чĕрчунĕсене ÿкернĕ. Çĕр хăвăлта упа шăммисем чылай тупнă. Ун пирки вара тĕпчевçĕсем, тен, пурăнаканĕсем упана пуç çапнă пуль тесе шутлаççĕ.

Çынпа йытă пĕрле пурăннине йытă е кашкăр тата ача ури йĕррисем юнашар пулни Шове çĕр хăвăлĕнче тупни кăтартать.

2010 çулта Вернер Херцог Шове çĕр хăвăлĕпе унăн тавралăхĕн çинчен «Маннă тĕлĕксен çĕр хăвăлĕ» ятлă документлă фильм ÿкернĕ.

Патшалăх туристсене валли Шове çĕр хăвăлĕн копине уçма шутланă, вара 2015 çулта ăна уçнă. 2014 çулта ЮНЕСКО ăна Пĕтĕм тĕнче еткерлĕхне кĕртнĕ. Франци культура министрĕ Орели Филиппетти çĕр хăвăлне «этемлĕхĕн чи сăваплă вырăнĕсенчен пĕри» тенĕ.


Курав[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Jean-Marie Chauvet, Eliette Brunel Deschamps, Christian Hillaire, Eliette Bruel Deschamps: Grotte Chauvet bei Vallon-Pont-d’Arc. Jan Thorbecke, Stuttgart 1995. ISBN 3-7995-9000-5
  • Jean Courtin: Die vergessene Höhle. Roman. Piper, München 2000. ISBN 3-492-23035-0

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]