Шолохов Михаил Александрович
Шолохов Михаил Александрович, вырăс совет çыравçи. 1905 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ростов облаçĕнче çуралнă. 1984 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче вилнĕ.
1965 çулта «Тихий Дон» (Лăпкă Дон) романĕшĕн литературăри Нобель премине тивĕçнĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ашшĕ — Александр Михайлович Шолохов (1865—1925), Кисан кĕпернийĕнче çуралнă. Амăшĕ — Анастасия Даниловна Черникова (1871—1942) — хресчен хĕрĕ. Михаил Шолохов Ростов облаçĕнчи Вёшенски казаксен станицинчи Кружилин хуторĕнче çуралнă.
Малтан пĕрремĕш тĕнче вăрçи, кайран граждан вăрçи пуçланса кайнă пирки пуçламăш тăватă класа кăна вĕренсе тухнă. 15 çул çитсен хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара çырăннă. 1922 çулта большевиксем пĕтĕм влаçа хăйсен аллине илнĕ хыççăн Мускава çитнĕ. Кунта вăл «Молодая гвардия» (Çамрăк гварди) литература ушкăнĕн ĕçне хутшăннă, выçă ларас мар тесе грузчик, каменщик пулнă, тĕрлĕ ĕçсене тунă. 1923 çулта «Юношеская правда» (Çамрăксен чăнлăхĕ) хаçатра унăн пĕрремĕш фельетонĕ пичетленсе тухнă. 1924 çулта вăл хаçатрах унăн пĕрремĕш калавĕ тухнă. 1924 çулхи çуллахи уйăхсенче вал хăйĕн тăван çĕрне таврăнать. Кунта унăн пĕтĕм малаллахи пурнăçĕ иртет.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Унăн чи паллă ĕçĕсем: «Тихий Дон» (Лăпкă Дон), «Поднятая целина», «Они сражались за Родину» (Вĕсем тăван çершывшăн çапăçнă, çырса пĕтереймен) романĕсем.
Чăвашла
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Унăн ĕçĕсене нумай çыравçă чăвашла куçарнă.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Унăн ĕçĕсем Мошков вулавăшĕнче (вырăсла)
- М. А. Шолохов пурнăçĕ çинчен 2007 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. (вырăсла)