Шорникова Елена Васильевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шорникова Елена Васильевна
Шорникова Елена Васильевна

Шорникова Елена Васильевна, — чăваш актриси. 1912 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Уйкас ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 2007 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ашшĕ, Василий Петрович, тулăх пурнăçпа пурăнакан çынсен ывăлĕ пулнă. Анчах та вăл авланас умĕн кил-çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайнă пирки чипер Наçтаççипе Ваççан хăйсен пурнăçне кăмрăкпа кĕл купи çинче пуçлама тивнĕ. Кукашшĕ ямшăк пулни, амăшĕ качча тухиччен пĕр вăхăт Хусанта те санитаркăра, те прачкăра ĕçлени, вулама-çырма пĕлни пирки çеç илтнĕ.

Елена Васильевнăн ачалăхĕ 1920-мĕш çулсене килнĕ. Ку вăхăтра таврара выçлăх тата тиф, трахома, хура чечче чирĕсем алхаснă. Пилĕ çула çитсен ашшĕ вилнĕ (вăл хăйне «коммунистсен юлташĕ» тесе вăйлă хĕненĕ хыççăн вырăн çинчен тăрайман), тăхăр çула çитсен амăшĕсĕр тăрса юлнă.

Пĕррехинче, хирте ĕçленĕ чухне, вăл аптраса ӳкнĕ. Ăна пульница леçсен тухтăрсем унăн тиф пулни çинчен пĕлтернĕ. Тепĕр темиçе кунран ним туйми пулнăскере морга ăсатма хатĕрленĕ. Анчах аппăшĕ ăна киле илсе кайнă, килте вара чĕрелнĕ.

Елена Шорникова Ефим Никитинпа пĕрле «Пĕрне-пĕри юратсан» спектакльте

1930-мĕш çулта Елена Васильевна Шупашкара çитнĕ. 1934 çулта Совпартшкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн шкулти драмкружок ертӳçи Б.А.Алексеев сĕннипе театрпа музыка техникумнне вĕренме кĕнĕ. Вĕренсе тухнă чухне тытакан экзаменра «Виринея» спектакльте тĕп роле вылянă. Хаçатсенче ырласа çырнă пирки ку ăна самай хавхалантарнă. 1937 çулта Чăваш драмтеатрне ĕçлеме кĕнĕ.

1936 çулта Хветĕр Уяр çыравçăпа çемье çавăрнă. 64 çул пĕрле пурăнса икĕ хĕр ӳстернĕ.

Театрта пурĕ 100 ытла сăнар калăпланă. Çамрăк та илĕртӳллĕ хĕрсен сăнарĕсене нумаях паман Елена Васильевнăна, тĕрлĕ халăх хĕрарăмĕсен ролĕсене выляма тивнĕ. Паллах, хĕрсен ролĕсем те пулнă ĕнтĕ: "Кушарти" Лисук, "Аслатири" Катерина, "Лиза Коротковăри" тĕп сăнар тата вĕренсе тухнă чухнехи чи пĕрремĕш пысăк роль — Виринея.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]