Шотланди наци партийĕ
Шотла́нди наци па́ртийĕ (гэл. Pàrtaidh Nàiseanta na h-Alba; акăл. Scottish National Party; ШНП) — Аслă Британири сулахай варри политика партийĕ, Шотланди ирĕклĕхĕшĕн кĕрешекен Шотланди парламенчĕн пысăк партийĕ.
Парламентри SNP депутачĕсем Уэльс партипе (Plaid Cymru) тачă çыхăну тытса тăраççĕ, Община палатинче пĕрле фракципе ĕçлеççĕ. Иккĕшĕ те Европа ирĕк альянсне (European Free Alliance (EFA)) кĕреççĕ.
2007 çулхи суйлавра ШНП в Шотланди парламентĕнче ытларăхăшне (127 вырăнран 47-не), çаплах Аслă Британи парламентĕнчи 59 «шотланди» вырăнĕнчен 6-не çĕнтерсе илнĕ. ШНП хăйĕн тĕп конкуренчĕсен — лейбористсенчен —1 вырăнпа çеç мала тухнă пулсан та, вăлах, саккун йĕрки виçипе, Эдинбургра правительство йĕркелеме пултарать[1] Вĕсем шотланди «симĕссисемпе» коалиции чăмăртаççĕ.
Шотландире парти патшалăх ĕç тăвакан влаçа йĕркелеме тивĕç пулнă. Пĕрремĕш министрĕ пулма парти ертӳçине Алекс Салмонда сĕннĕ. Суйлавсем иртсенех Алекс Салмонд регионăн Пĕрлешĕннĕ Патшалăх шутĕнчи малашнехи статусĕ пирки этем пĕрлĕ канашлăвĕ пуçлани пирки пĕлтернĕ[2]. Çĕнĕ правительствăн пĕрремĕш политика утăмĕсенчен пĕри — Шотланди ирĕклĕхĕ пирки референдум иттересси.[1]
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Партие 1934 çулта Шотланди наци тата Шотлани партисем пĕрлешĕнсе йĕркеленĕ. Пĕрремĕш хут SNP парламентри вырăнсене 1945 çулта çĕнтерсе илет. Суйлаври иккĕмĕш çĕнтерĕве 1967 çулта тивесет, партишĕн чи мăнаçлисем 1970-мĕш çулсем пулаççĕ, ун чухне SNP Шотландире сасăлакансен виççĕмĕш пайне çĕнтерсе илет. Шотланди территоринче гомруле (1999) кĕртсен, парти оппозицие куçать, парламентра Шотланди рабочи партипе либерал-демократсемпе коалицие пĕрлешет.
Йĕркелӳ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Парти вырăнти уйрăмсенчен тытăнса тăрать, вĕсем вара, кашни суйлав тăрăхĕнче регион ассоциацине (пурĕпе саккăр ассоциаци) кĕреççĕ. Çулсеренех парти съезчĕсене ирттереççĕ.
SNP пурнăçĕнче çаврăнулла хастар çамрăк çунат «Ирĕклĕхшĕн çамрăк шотландсем», студентсен çуначĕ «Студент-националистсен федерацийĕ», çаплах профпĕрлĕх ушкăнĕ. Парти укçипе уйăхсерен „The Scots Independent“ хаçат тухса тăрать.
Парти съездĕнче суйланă партии пайташĕсенчен тăракан Наци ĕçтăвакан комитечĕ Партин ертсе пыракан органĕ шутланать. Унсăр пуçне, ĕç тăвакан комитетĕнче шотланди парламенчĕн, Аслă Британин татаа Европарламентăн депутачĕсем, çаплах çамрăксен, студентсен йĕркелĕвĕсен, профпĕрлĕхсен элчисем кĕреççĕ.
2004 вĕçнехи хыпарсемпе, Шотланди наци парти пайташĕсен йышĕ (2003 çултанпа) тăхăр пин çурăран вунпĕр пине çити яхăн ӳсрĕ.[2] 2007 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. 2006 çулăн çĕртме уйăхĕн вĕçнелле пайташ йышĕ 12 066 çынна çити ӳсрĕ.
Политика платформи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Парти политики европа социал-демократи йăлинчен тухса пырать . Программинче пĕр енлĕ ядерлĕ хĕçпăшалсăрланас, прогрессивлă налук хурасси, студентсене пĕлӳç гранчĕсемпе пулăшасси т.ыт. Çаплах парти Европа пĕрлĕхĕн тан правиллĕ пайташне — ирĕклĕ шотланди патшалăхне — туса хума хистет.
Анла саралнă шухăшпа, ШНП официаллă республикан партийĕ пулмасть, мĕншĕн тесен çак ыйту партишĕн патшалăх сувиренитечĕпе танлаштарсан иккĕмĕш вырăнта кăна тăрать. Çапах та, Шотланди наци партин чылай пайташĕ хăйне республикан тесе палăртать [3].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Шотландире ирĕклĕх ыйтăвĕпе 2007 çулхи çурлан 14-мĕшĕнче ирĕклĕх референдумĕ иртме пултарать http://news.bbc.co.uk/hi/russian/uk/newsid_6946000/6946188.stm
- ^ Александр Смотров, Начались консультации о статусе Шотландии в составе Великобритании 2007 http://rian.ru/politics/20070814/71450809.html
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шотланди ирĕклĕхĕ: трюк е пурнăçлăх?(ĕçлемен каçă)
- «Новая глава шотландской политики» 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.