Шупашкарти Н.К. Крупская ячĕллĕ парк
Н.К. Крупская ячĕллĕ парк, — Шупашкар хулин паркĕ. 1930 çулхи чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче уçнă.
Историĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку парк хулан Пасар лапамĕнчен пуçланса кайнă. Пасар лапамĕнче хула пасарĕ вырнаçнă пулнă. Япаласене, ял хуçалăхĕнче ӳстернĕ çимĕçсене унта сутнă пирки йĕри тавра пылчăк питĕ сарăлнă пулнă. Иртсе тухмалла та мар пулнă. Пасар лапамĕ Хĕрлĕ лапам пулса тăнăранпа, тата Шупашкар тĕп хула пулнăранпа çакăнти пасара урăх вырăна куçарасси çинчен нумай хут ыйту çĕкленĕ. 1930 çулта тин вара Симĕс пасар йĕркеленнĕ.
1927 çулта Н.К. Крупская ячĕллĕ парк никĕсленĕ. Кунта В. И. Ленин палăкне вырнаçтарнă. Ку палăк 1960 çулченех паркра вырнаçнă пулнă. Ленин лапамĕнче В. И. Ленинăн çĕнĕ палăкне туса лартнă хыççăн вара ăна Чапаев посёлокĕн территорине куçарнă. Вăрçă хыççăн парка кĕмелли хапха умне Н. К. Крупскаян бюстне вырнаçтарнă, вăл пысăках мар никĕс çинче тăнă. 1979 çулта ăна шыв айне пулмалли занăран Шупашкарти электроаппаратура завочĕн культура керменĕпе Совет çурчĕ хушшинчи лаптăка куçарнă. Икĕ парк хушшинче вырнаçнă чаплă «Триумф арка» (е «Хĕрлĕ хапха») 1920 çулсен вĕçĕнче арканнă.
Кунта тĕрлĕ тĕслĕ аттракционсем, тĕрлĕ мероприятисене иртермелли пӳлĕмсем, шашка-шахмат вайисем валли павильонсем тĕл пемелли тир пулнă. Йывăçсен шучĕ питĕ нумай пулнă.
1970-мĕш çулсенче Шупашкар ГЭСне тума пуçланă пирки парка пĕтерме тивнĕ.