Шур кăмпа
Шур кăмпа | ||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||||||||
|
||||||||||||||||
Латинла ячĕ | ||||||||||||||||
Boletus edulis Bull., 1782 | ||||||||||||||||
Синонимсем: | ||||||||||||||||
|
Сăнлани[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Шелепкин сарлакăшĕ 7—30 см (хăш чух 50 см) çитет, çурма çаврашкаллă. Çийĕ яка е кăшт кăтăркаллă, типĕ çанталăкра çуркаланма пултарать. Йĕпе çанталăкра вăл кăштах йĕлмакаланать, типĕ çанталăкра çутатса тăрать. Кăмпа тĕксĕм хĕрлĕ тĕсрен пуçласа тĕксĕм шурă таранах пулать, ватăлнăçем тĕттĕмленсе пырать. Çавăн пекех сарăрах кăмпасем те тĕл пулаççĕ, хăш чух кăмпа тĕсĕ пĕр пек мар - тăтăшах шĕлепке хĕррипе шурă е сарă çаврашкасем пулма пултараççĕ. Шур кăмпа шлепкин тирне сÿсе илме çук.
Кăмпа шалтан хытă, тачка, тĕсĕпе çамрăкрах чухне шурă пулать, кăмпи ватăлнăçем тĕсĕ саралса пырать. Анчах та каснă тĕлте тĕсне улăштармасть. Тути çемçе, уйрăмах пĕçернĕ чухне е типĕтме хунă вырăнта тутлă шăршă кĕрет.
Туни 8—25 см çÿллĕш пулать, унăн диаметрĕ 10 см çитме пултарать. Кÿлепипе пичкене аса илтерет, çитĕннĕçем тăсăлать, варри тĕлĕ е сарăлать, е пĕрĕнет, Кăмпа тунин тĕпĕ ытларах чухне сарлакипех юлать. Кăмпа тунин тĕсĕ шурă, хăмăр е хĕрлĕрех пулма пултарать, хăш чухне шĕлепкепе туни пĕр тĕслĕрех пулаççĕ, çапах туни кăшт шупкарах пулать.