Шутлавлă ăславсем
Шутлавлă ăславсем (акăл. Exact sciences, выр. Точные науки) — тухса тăракан пĕтĕмлетÿсене шутлав, математика меслечĕсемпе, çавăн пекех экспериментсем пулăшнипе те, ĕнентерекен ăславсем. Сăмах май каласан, эксперимент тени те шутлав шутнех кĕрет. Мĕншĕн тесен ăна, эксперимента пĕр хут, ик хут, вунă хут, çĕр хут, пин хут, миллион хут ирттерме пулать. Мĕн чухлĕ ытларах, çавăн чухлĕ ĕнентерÿллĕрех. Чылай чухне эксперимент виçессипе çыхăннă. Виçесси вара шутлавсăр пулмасть. Тепĕр чухне "тĕрĕс ăславсем" тени тĕл пулать. Анчах апла калани ăнăçсăр. Мĕншĕн тесен хуть те мĕнле ăслав та тĕрĕс. Енчен те тĕрĕс мар пулсан, вăл вара ăслав та мар.
Час-часах шутлавлă ăславсем тенине гуманитарилле ăславсене хирĕçле ăнкарупа палăртаççĕ. Анчах та чылай чухне лешсенче те тепĕр чухне шутлав, виçев, эксперимент меслечĕсемпе усă кураççĕ пĕтĕмлетÿсене çирĕплетме.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку ăслăх пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
[[Категори:ăслăх пирки вĕçлемен статьясем]]
Ăслăх тĕлĕшĕсем |
|
---|---|
Ăслăх пĕлĕвĕ |