Контент патне куҫ

Шӳрпе

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шӳрпе, — чăвашсем выльăх-чĕрлĕх пуссан пĕçерекен апат. Шĕвĕрех (çăра мар) тата какай та янă яшка. Какайсăр пĕçернĕ яшкана шÿрпе темеççĕ. Субпродуктсенчен (аш-какай субпродукчĕсенчен) хатĕрленĕ шÿрпе чăвашсен нацилле апат-çимĕçĕ шутланать, ăна вара ятарласа какай шÿрпи тесе палăртаççĕ. Чăн-чăн какайран (субпродуктсенчен мар) пĕçернĕ яшкана, ахăртнех, урăхларах каламалла.

Хатĕрлесси

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку апата çапларах хатĕрлемелле. Выльăх ăш-чиккине çуса тасататпăр. Пĕвер, чĕре, ӳпке илсен аван. Какая вĕттĕн ваклатпăр та вĕрекен шыва яратпăр. Кайран çĕр улми тураса яратпăр. Хыççăн ăшаланă кишĕрпе сухан. Вĕсене томат пастăпа ăшаласан тата тутлăрах пулать. Юлашкинчен шӳрпене рис е ытти кĕрпе ямалла. Кĕрпе пиçсен - шӳрпе хатĕр!

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]