Электро константтă
Электро константтă (çавăн пекех электро улшăнманскер, маларах диэлектрикле константтă тенĕ) — физикăлла константтă, скалярла кап, электромагнетизм саккунĕсене палăртакан хăшпĕр формулăсенче пур, сăмахран, Кулон саккунĕн каланăлăхĕнче, енчен хайхине, Пĕрчĕсен тĕнчери тытăмĕнчи (СИри) пек, рационаллатнă формăпа çырсан[1]. Кап электро уйăн вакуумри максимумла хиврелĕхне кăтартать.
Хăш чухне, кивелнĕ терминологи майăн, вакуумăн электро (е диэлектрикле) витереслĕхĕ теççĕ[2]. Фарад çине метр текен пĕрчĕпе виçеççĕ (СИ тытăмра). СГС (Гаусла) тытăмра пĕррепе тан тесе йышăнаççĕ.
Палăртавпа килĕшÿллен, СИре электро константтă çутă хăвăртлăхĕпе тата магнитла константтăпа ак çапла çыхăннă[1]
Электродинамикăн хăшпĕр танлăхĕсем СИре
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Максвелл танлăхĕсенче, вакуум чухне, электро константтă урлă электро индукцин векторĕ тата электро уйăн хиврелĕхлĕхĕн векторĕ çыхннă:
Вăл Кулон саккунĕн çыравĕнче те пур ĕнтĕ (каллех вакуумра):
- ,
кунта — пĕрремĕш электро капламран иккĕмĕшне тивекен вăй, тата — леш капламсен капĕсем, вара — иккĕмĕш капламăн пĕрремĕш капламран шутласа каякан радиус-векторĕ.
СИ тытăмпа усă курнă чухне электро константтăна танлаштаруллă диэлектрикле витереслĕх çине хутланин результатне абсолютлă диэлектрикле витереслĕх теççĕ.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1 тата 2 Электрическая постоянная 2013 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. — статья в Физической энциклопедии
- ^ Деньгуб В. М., Смирнов В. Г. Единицы величин. Словарь-справочник. — М.: Издательство стандартов, 1990. — С. 213. — 240 с. — ISBN 5-7050-0118-5.