Элтепер
Эльтепер — автономин титулĕ, çапах та авалхи тĕрĕк иерархинче çӳлти влаçа пăхăнсас тăракан вассал пулнă.[1] Эльтеперсем авалхи тĕрĕксен вассалĕсем шутланнă — кăркăссем, карлуксем, азсем, уйгурсем тата урăх халăхсен «кĕпернетĕр ĕçне» туса пыракан тăрăм.
Тĕрĕк хаканлăхĕн (элĕн) титулатурине тĕпчесе Г. Дёрфер çакăн пек шухăша пĕлтернĕ:
«Эльтеперсем тăрăмлă кил йышне кĕмен пулсан та, тахçан коалицире тăнă авалхи ирĕклĕ ăратсенчен пулнă. Вĕсене хăйнемай автономипе тивĕçтернĕ»
.
Çыру çăлкуçĕсенче VII ĕмĕртенпе (орхон çырнисем) карлуксен, уйгурсен тата ур. тăрăмĕсем пирки асăннă чухне тĕл пулать[2]. Кăркăссен эльтепер чи малтанхи паллă хисеп шутланать. Пекина 648 çулта килне вĕсен аслăраххин хисепне китай çăлкуçĕнче сы-ли-фа-ши-бо-цюй-а-чжань тенĕ. В. В. Бартольдăн сумлă шухăшĕпе, сы-ли-фа тĕрĕкле эльтепер пулать. Литературăра урăх ăнлантарусем те пур. Кăркăссен эльтеперĕн, Г. П. Супруненко каланипе, çаплах ышбара ячĕ пулнă. Çапла, çак термин сюзеренăн (VII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче — сейяньто.) вассалне палăртнă.
Титулпа Хасар хаканлăхĕнче усă курнă, çак тивĕçе тĕрлĕ вăхăтра кавказ хунĕсен тăрăмĕ Алп-Илитвер[3], хорезм кнеçĕ Хатимолитбер[4] тата Атăлçи Пăлхарн тăрăмĕ — Пăлтавар [5] [6] [7] [8] [9] йышăннă.
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Угдыжеков С. А. Социальная структура раннесредневековых кыргызов. Абакан, 2003.
- Шервашидзе И. Н. Фрагмент древнетюркской лексики. Титулатура // Вопросы языкознания. 1990. № 3.
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Малов С. Е. Памятники древнетюркской руничской письменности М.,Л., 1951 °C.31, 42; Кляшторный С. Г., Султанов Т. И. Государства и народы Евразийских степей. Древность и Средневековье. СПб.,2000. С.159.
- ^ Кляшторный С. Г. «Народ Аспаруха», гунны Кавказа и древнетюркский Олимп // Древнейшие государства Восточной Европы 1999. М.,2000 °C.123.
- ^ Мовсес Каланкатваци История страны Алуанк, кн.2, гл. XXXIII [1]
- ^ [История халифов Вардапета Гевонда http://www.vostlit.info/Texts/rus11/Gewond/frametext2.htm]
- ^ Marquart J.Osteuropaishe und Ostasiatishe Streifzuge. Liepzig 1903. P.288.
- ^ Zeki Validi Togan A. lbn Fadlan’s Reisebericht // AKM. 1939. В. 24. N 3
- ^ Ковалевский А. П. Книга Ахмеда ибн Фадлана о его путешествии на Волгу в 921—922 гг. Харьков, 1956 °C.122.
- ^ Артамонов М. И. История хазар. М., 2001 — С.338.
- ^ Новосельцев А. П. Хазарское государство и его роль в истории Восточной Европы и Кавказа. М., 1990, гл 5-2, прим. 369.
![]() |
Ку Ази кун-çулĕпе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |