Энлиль

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Энлил ҫинчен куҫарнӑ)
Энлил

Энлиль («Çил-Атте», аккадлаЭллиль) — шумер-аккад халаплăхĕнче — виçĕ мăн турăран (Анупа Эасăр пуçне) пĕри. Ана (тӳпе - аçа турă) тата Ки (çĕр - ама турă) турăсен ывăлĕ. Ниппур хулине сыхлакан.

Пĕтĕмлĕ çырни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăпсен йăлипе, Энлил тӳпене çĕртен уйăрать, ялхуçалăх ĕç япалисене хатĕрлет, выльăх-чĕрлĕхпе çĕр ĕçлĕх туррисене тăвать, çынсене этелĕхе кĕртет. Çаплах Энлил çанталăк инкек-синкекне ярать тесе шутланă. Гильгамеш çинчен кăссайра Энлил этемлĕхе пĕтерес тĕллевпе пур тĕнчене шыва путарнă тесе çырнă.

Энлиле ултавлă та усал кăтартнă (инкек-синкек кăларакан, пулас); инкек-синкек янă, çынсене шыва путарса пĕтересшен тимленĕ. Энлилĕн арăмĕ — Нинлил (Нунбаршегуну хĕрĕ). Энлил тепĕр хут хăйĕн путсĕрлĕхне Нинлиле пусмăрласа та кăтартать. Çакăншăн ăна турăсен пантеонĕ Кура кăларса ярать. Ун хыççăнах юратса пăрахнă Нинлил каять. Ывăлĕсем – уйăх турри Нанна, текĕрçĕ Нинурта, çĕр айĕнчи тӳрă Неркал, турăсен элчи Намтар. Ур III-мĕш ăрăвĕн тапхăрĕнчен пуçласа Энлил турă пантеонĕн асли пулать. Ниппурти Энлил храмĕ - Э-кур («Ту çинчи çурт») – çĕршыври тĕнĕн тĕпĕ шутланнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Энли́ль (Эллиль) // Элоквенция — Яя. — М. : Советская энциклопедия, 1957. — С. 89. — (Большая советская энциклопедия : [в 51 т.] / гл. ред. Б. А. Введенский ; 1949—1958, т. 49).
  • Энли́ль // Советская историческая энциклопедия : в 16 т. / под ред. Е. М. Жукова. — М. : Советская энциклопедия, 1961—1976.
  • Энлиль / В. К. Афанасьева // Мифы народов мира : Энцикл. в 2 т. / гл. ред. С. А. Токарев. — 2-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1988. — Т. 2 : К—Я. — С. 662—663.
  • Якобсен Т. Энлиль — Сила // Сокровища тьмы: История месопотамской религии = The treasures of Darkness: A history of Mesopotamian religion. — М.: Восточная литература, 1995. — С. 115—121. — 293 с. — (По следам исчезнувших культур Востока). — 3 000 экз. — ISBN 5-02-016601-4.