Эразмо да Нарни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Эразмо да Нарни
Ĕçлев тĕсĕ: ҫар ҫынни
Донателло. Гаттамелата статуи. Падуя

Эразмо да Нарни (итал. Erasmo da Narni), Гаттамелата тесе чӗннӗ (итал. Gattamelata; 1370, Нарни — 16 кӑрлач 1443, Падуя) — итали кондотьерӗ.

Кун-ҫулӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ҫӑкӑр пӗҫерекенӗн ывӑлӗ. Ҫар ӗҫне Чекколо Брольа кондотьер патӗнче пуҫланӑ, каярах Браччо да Монтоне хесметне тӑнӑ. Флоренцире, Венецире папӑсен патӗнче хесметре тӑнӑ.

1437 ҫулта Падуя хулин пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. Донателло Гаттамелатӑн паллӑ юланутлӑ палăкне ӑсталанӑ.

1440 ҫулта, Гарда кӳллинче флотили пуҫтарнӑ чух, пуҫне юн кайнӑ. ӳн хыҫҫӑн кондотьер сывалса ҫитейменнипе пӗлтерӗшлӗ ҫар ӗҫӗсем тытса пырайман. 1443 ҫулта Падуяра вилнӗ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]