Эрзянь Мастор
Курӑнакан калӑплав
Эрзянь Мастор (Ирçе çĕршывĕ), — ирĕклĕ ирçе хаçачĕ. Ирçепе вырăс чĕлхипе тухать.
Никĕслени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Эрзянь Мастор» хаçата 1994 çулта Мордовири ирçе чĕлхине хӳтелекен фонд никĕсленĕ. Тĕп редакторĕ Евгений Четвергов.
Темисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чи пысăк теми ирçе чĕлхине сыхласси. Финн-укăр халăхĕсем, чĕлхисем çинчен каласа парасси, мăкшăпа ирçе пуласлăхне шухăшлассипе шухăшлаттарасси.
Корреспондентсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сарни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Эрзянь Мастора» çырăнма май çук. Çакăнтанпа ăна пĕрле тӳлесе почта урлă илсе килтереççĕ. Вулаканĕсем Мордва Республикинче, Чĕмпĕр, Самар, Пенза, Мускав облаçĕсенче пурăнаççĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хаçатăн электрон версийĕ
- Финн-угр юхăмĕн хутшăнаканĕсем Владимир Путина «Эрзянь Мастор» хаçата тĕп тунине чарма тархасланă 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Эрзянь Мастор» редакторĕпе çын ирĕкĕсем çинчен 2007 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.