Контент патне куҫ

Юкио Мисима

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Юкио Мисима
яп. 三島 由紀夫

Юкио Мисима, 1956 çул
Çуралнă чухнехи ят: Кимитаке Хираока
Çуралнă вăхăт: 1925, кăрлач, 14
Çуралнă вырăн: Токио, Япони
Вилнĕ вăхăт: 1970, чӳк, 25
Ĕçлев тĕсĕ: XX ĕмĕрти япун прозăçи, драматургĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1944—1970
Ĕçсен чĕлхи: япун
Парнесем: «Шинчоша» премийĕ,
«Йомиури» премийĕ
Цитатăсем Викикаларăшра.
Lib.ru сайтри пултарулăх ĕçĕсем

Юкио Мисима (яп. 三島 由紀夫, Мисима Юкио), чăн ячĕ Кимитаке Хираока (яп. 平岡 公威, Хираока Кимитаке) — чаплă яппун çыравçи, драматург. 1925 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче Токио (Япони) хулинче çуралнă. 1970 çулхи чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче вилнĕ.

12 çулччен Кимитаке чирлĕ çитĕннĕ, Натсуко кукамăшĕ патĕнче пураннă. Кукамăшĕ ăна тулаш тĕнчерен уйăрса, çирĕп аристократи йăлисене пăхăнтарса ӳстернĕ, çакă вара пулас çыравçă чунĕнче сумлă сĕм хăварать. Тантăшĕсенчен уйăрнине пула Кимитаке калаçура хĕрарăм евĕр пуплеме тытăнать. Кабукипе но ӳнерĕсем ăна илĕртеççĕ, Кёка Изуми пултарулăхне килĕштерет, çаплах прозăпа театăрпа кăсăкланас туйăм çуралать. Мисима кĕнеке нумай вулать. Ятарлă шкулта вĕренĕве чи лайăх паллăсемпе вĕçлет, Япони императоре аллинчен кĕмĕл сехете илме тивĕçет.

Мисима, ача чухне. Ака уйăхĕ, 1931 çул

Юкио Мисима 1925 çулта кăрлач, 14 Азуса Хираока патшалăх чиновникĕн çемйинче çуралнă. Унăн амăшĕ Шизуэ ятла пулнă. Мисима ашшĕ, Токио императорăн университетĕнче юридици факультетĕнчен питĕ çӳллĕ паллăсемпе вĕренсе тухнă, хыççăнах çӳллĕ шайри чиновниксем валли патшалăх экзаменне тытнă, анчах та çынсем пĕр-пĕрин хушшинчи курайманлăх пирки тата интригăсене пула Финансă министерствине куçас вырăнне Ял, вăрман тата пулă хуçалăх министерствине ĕçе кĕнĕ. Вăл кунта Японин пулас премьер-министрĕ Нобускэ Киси те ĕçленĕ. Аслă ывăлĕ Кимитаке хыççăн 1928 çулта çемйере кĕçĕн йăмăкĕ Мицуко, 1930 çулта пиччĕшĕ Чиюки çуралнă. Мисимăн аслашшĕ Кăнтăр Сахалинăн кĕпернетĕрĕ пулнă.

Вăрçă тапхăрĕнчи (19411945) çамрăклăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ашшĕн çирĕп кăмăлне сума сунса, Мисима Токио университечĕн юридици факультетне вĕренме кĕнĕ, нимĕç правине тинкерсе тĕпченĕ. Ку вăхăта çыравçăн чун кăмăлĕ нимĕç романтисăм юхăмĕпе аташнă, каярахпа ĕнтĕ çак хăвал туртăмĕпе вăл Томас Манн хайлавĕсен, Фридрих Ницше философийĕн илемлĕхĕпе тарăннăн паллашнă. Çурла, 15, 1945 çулта Япони капитуляци йышăннă —çакăнпа Лăпкă океанри вăрçă вĕçленнĕ. Ку хурлăхлă самантра чылай çын сарăмсăр хăйсем çине ал хунă, вĕсем шутĕнче çурла, 19 Малайзире лейтенант, вăрçăччен литературă критикĕ, Земей Хасуда, пăшалпа перĕнсе вилнĕ. Мисима чун-хавалтан ăна вĕрентӳçи вырăнне хурса ăмсаннă пулнă. Юпа, 23 тиф амакĕпе тертленсе 17 çулхи йăмакĕ — Мицуко — куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупать. Çак вăхăтрах Мисима хăйĕн пĕрремĕш юратăвĕпе — Кунико Митани уйрăлнă. Кунико ашшĕ япони патшалăх дипломачĕ — Таканобу Митани, пиччĕшĕ — Макото Митани — Мисимăн чи çывăх юлташĕ пулнă. Кайран Кунико банкра ĕçлекен çынна качча тухать, Джунда Аюгава япун усламçин аккăшĕ пулать. Кунико тата Макото Митани «Питлĕхĕн çылăх каçарттăвĕ» романĕнчи Соноко тата Кусано сăнарĕсенче шăранса тухаççĕ.

Литературăна пуçăнни, «Питлĕхĕн çылăх каçарттăвĕ» (19461951)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1946 çулта Мисима Камакуру вырăнĕнче пурăнакан япун литературин паллă классикĕ Ясунари Кавабата патне каять, хăйĕн «Паха пирус» тата «Вăтам ĕмĕрсем» калавĕсен алçырăвне кăтартать, пичетлеме пулăшу ыйтать. Кавабата çав вăхăтра Камакура вулавăшĕнче паллă çын пулса ĕçленĕ, «Паха пирус» калав çывăх вăхăтрах Танай «Çын» (яп. 人間?) журналра пичетленсе тухнă. Мисима хăйĕн ĕмĕрĕн вĕçичченех Кавабатăна хăйĕн вĕрентӳçĕ вырăнне хурса хисепленĕ (ăна вăл Кавабата-сан тесе ятпа хисепленĕ). Çав çултах «Гунзо» журналра Мисимăн «Тинĕс сăмсахĕ çинчен» калавĕ çут тĕнчене тухать. Мисима 1947 çулхи кăрлачра Осаму Дазайпа Кацуичиро Камей пуçтаракан пухусене çӳрет. Каласа панă май, пĕррехинче Дазай пултарулахĕ килĕшменни пирки Мисима ытла та тӳррĕн пĕлтерет. Дазай, хăйне çакăн пек чарсăр палăртнипе тĕлĕнсе кайнăскер, Мисимăна çапла: «Кунта килетĕн пулсан, эсĕ манăн кĕнекесене кăсăкланмасăрах вуламастăн пулĕ», — тесе яваплать. Ун чухнех çавăнта пулнă Казуо Нохара Дазай сăмахĕсене çапла та юптарса парать: "Килĕшмест пулсан, малашне эс кунта ан çӳре". 1947 çулхи юпа уйăхĕнче Мисима Токио университечĕн юридици факультетĕнчен вĕренсе тухать. «Япони промыçлă банкне» (яп. 日本勧業銀行?) ĕçлеме кĕме тăрăшать, экзамен тытать, анчах Мисимăна сывлăхĕ начартарах тесе илмеççĕ. Çавах, çак ăнăçсăрлăхпа ӳкенмесĕр, патшалăх квалификаци экзаменне тытать. Мисима пĕр кана император кил-çурчĕн Министерствинче ĕслет, каярах ашшĕ сĕнĕвĕпе Финанс министерствине куçать. Чиновник вырăнче пулсах, вăл литературă ĕçĕпе те хастар тăпăçланать. Мисима хăйĕн пĕрремĕш пысăк, «Вăрă» ятлă ӳнер хайлавне пичетлесе кăларать. Çак вăхăтрах вăл Фусао Хаяси çыравçăпа паллашать. 1948 çулта Мисима «Паянкухи литературă» литературă пĕрлĕхне кĕрет. «Кавадешобошинша» кĕнеке пичетлĕвĕн тĕп редактăрĕ Казуки Сакамото ыйтнипе роман çырма пуçлать, анчах та вăй-хал пĕтсе çитнипе чукун çул çине ӳкет, аран çеç пуйăс айне пулса вилесрен çăлăнса юлать. Çакăн хыççăн 1948, авăн уйăхĕнче Мисима финансă Министерствинчен ĕçрен тухса каять — хăйĕн пĕтĕм вăй-хăватне вара литературă ĕçченлĕхне çеç парать. 1949 утă «Питлĕхĕн çылăх каçарттăвĕ» романĕ пичетленсе тухать. Роман гомосексуалисăма çырса кăтартнăшăн пĕр енчен сенсациллĕ пулать, тепĕр енчен — критиксем ăна питĕ мухтаççĕ, çапла вара Мисима Японин литературă элитине кĕрет. «Питлĕхĕн çылăх каçартăвĕ» хыççăн «Юрату ăнтăлăвĕ» (1950) тата «Чарăвлă киленĕçӳсем» (1951) çута тухаççĕ. «Чарăвлă киленĕçӳсем» роман тăрăх Тацуми Хиджиката 1959 çулта çав ятлах спектакăль лартать, çакна вара буто ташши çуралнипе çыхăнтараççĕ. Чылай ĕçĕсене сценă çинчен кăтартнине пула Мисима вăрçă хыççăнхи япун литературин пуçлăхĕ пулса тăрать. 1951, раштав — 1952, çурла вăхăтĕнче ашшĕ пулăшнипе «Асахи симбун» хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ пулса Мисима çут тĕнче тавра çулçӳревне каять.

Ӳт-пӳпе чун хăвал урăхлатăвĕ тата «Ылтăн хăрам» (1952 — 1957)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çут тĕнче тавралла çулçӳревĕ Мисимăшăн питĕ уçăмлă пулса тухнă, вăл унта пĕтĕм чун-чĕрипе, кĕлетки-ӳт-тирĕпе хĕвел çути пархатарне çĕнĕрен тепĕр хут туса илет, çак çĕнĕлĕх ĕнтĕ малашне унăн литературă ĕçĕсене палăртса ярать. Японие таврăнсан, 1955 çултан пуçласа вăл хăйĕн ӳт-пӳне урăхлатма тытăннă, бодибилдингпа хăтланать. Çав вăхăтрах Мисима, классикăллă япун литературин йăлипе кăсăклана (уйрăмах ăна Мори Огай пултарулăхĕ илĕртнĕ), хăйĕн çыру стильне те улăштарать. Çакăн пек ик енлĕ улшăнăвĕ (Мори Огайпа Томас Манн вăйăмĕсемпе Мисимăн çыру тĕкĕ айĕнчен «Ылтăн кермен» роман (1956) шăранса тухать. Роман тĕпне Кинкакуджи хăрамне çамрăк монах çунтарса янине хурса эрешленĕ. «Ылтăн храм» çыравçăн пултарулăхĕн тӳпи пулса тăрать, япун литературин тĕнчере чи вуламăшлă кĕнеки шутланать. Çак çулсем Мисима ĕçĕсемшĕн пархатарлă тапхăр пулать. Малтан вăл Камисима утравĕн (Миэ префектури) çутçанталăк сăнлăхĕ илемлĕхĕнче «Дафнис тата Хлоя» грек классики çийĕн «Шыв çаппи шавĕ (Шум прибоя)» (1954), хыççăн «Тăсăлу çуркунне» (1956) тата «Чӳхĕннĕ ырăлăх» (1957) романĕсем бестселлерсем пулаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ çав тери чапа тухаççĕ, кинофильмсем çапса кăлараççĕ. Мисима япун литературин паллă çыравçи пулса тăрать. Çав хушăрах, хăйĕн темĕн тĕрлĕ талантне кăтартса, Мисима драматурги жанрĕпе тăрмашма тытăнать, Но театăрĕ валли çырать, кайран, «Бунгакуза» театăрĕнче хăйĕн пьесисене лартса кăтартать, хăй те спектакăлĕсенче вылять.

«Кĕко килĕн» (1958 — 1964) тĕнчеллĕ чаплăхĕ» (1958 — 1964)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1959 çулта çута «Кĕко килĕ» роман тухать, ăна хатĕрлесе çырма икĕ çула яхăн каять. Ăна автор «Ылтăн хăрам» романне тепĕр енлĕ кăларас тесе ĕмĕтленнĕ: «Ылтăн хăрамра» пĕр çыннăн ăшĕнчи тĕнчине тĕпчесе кăтартнă пулсан, «Кёко килĕн» тĕпĕ паянкунхи тапхăрăн ыйту тупсăмĕ пулать. Литературă критикĕсен шухăшĕсем çакăн пирки уйрăлса каяççĕ: Такео Окуно ĕçе чăн шедевр вырăнне хунă, Кен Хиранопа Джун Это «Кĕко килĕ» путланнă тенĕ. Çитĕнӳсемпе ачашланса кайнă Мисимăн, хăйĕн литературă ĕçĕнче чун хура тăвăллăхне те тӳсме тивет.

Çапах та, Мисима аллисене усса ямасть. Вулакансем «Кĕко килĕ» хыççăн «Ӗçкĕ-çикĕ хыççăн» (1960), «Япшар çăлтăр» (1962), «Пурçăн тата витĕркурăмлăх» (1964) романсемпе повеçсем, «Вунă пин иенă хакĕллĕ Сенбей» (1960), «Аттелĕх» (1961), «Хĕç» (1963) новеллăсем, «Розăсемпе аскăнчăксем» (1958), «Тропик йывăçĕсем» (1960), «Хавас кӳрекен Кото» (1963) пьесăсем тата ытти çыру ĕçĕсем пичетлесе кăларать.

Мисима харпăр пурнăçĕнче те улшăнусем пулаççĕ. 1958 çулта вăл япун ӳнерçин Ясуши Сугияма хĕрне — Йоко Сугиямăна качча илет.

1962 çул тĕлнех Мисима «Илпек тинĕсĕ» тетралоги çырассине шутласа хунă, 1963 çулта çĕнĕ скандал, кун чухне «Кото, приносящее радость» пьеси тавра. Пьесăна «Бунгакуза» ытла политикăлани пирки театăра ертсе пыракансем лартма хирĕç пулнă: çакăн пирки Мисима тата театăрăн 14 паллă артисчĕ «Бунгакузăран» тухса кайнă. Анчах, «Кото, приносящее радость» тата Мисимăн ытти ĕçĕсем пур енĕпе те хăй тапхăрĕн ăс-тăнĕпе килĕшӳллĕ пулнă. Ун чухне япунсем америкăпа çырнă хăрушсăрлăх хучĕн йĕркисене хирĕçлесе кар тăнă.

«Питлĕх пĕрлĕхĕ» тата «Илпек тинĕсĕ» (1965 — 1970)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1965 - 1967 çулсенче «Илпек тинĕсĕ» тетралогин пĕрремĕш пайĕ — «Çурхи юр» кĕнекинче буддисăм концепцийĕ çыннăн çĕр çинче пур пулнин тавра çаврăнашкăллине кăтартать. Ку ĕçе Мисима хăйĕн пурнăçĕн асла ĕç вырăнне хурать. Çав çултах «Маркиз де Сад» пьесă пичетрен тухать. Мисимăна пурнăçĕн юлашки тапхăрĕнче темиçе хут та литературă Нобель премине илме тивĕçтересшĕн пулнă.

Çак çулсенче Мисима «Аттелĕх» (1965) çырать, театăрта (хăйĕ те тĕп сăнарне уçса вылять) лартать, «Паттăр чунĕсен сассисем» (1966) тата «Ыткăн утсем», «Илпек тинĕсĕ» романăн иккĕмĕш томĕ (1967-1968), çаплах та ытти ĕçĕсем те куçа çитеççĕ.

1966 çулхи раштавра Мисима «Тавлашу» (яп. 論争ジャーナル?) журнал ертӳçипе паллашать. Мисимăпа журналăн хастаррисем хушшинче тачă хутшăнусем пуçланаççĕ. Унăн пуçĕнче хĕçпăшалланнă ушкăн пуçтарас ĕмĕт çуралать. Пĕрремĕш утăмпа Мисима хӳтĕленӳ вăйĕсем шутне кĕрет, Танай Локхид Ф-104 Старфайтер истребитель çинче вĕçеве тухать, çаплах «Тавлашу» журнал çумĕнче хăйĕн ушкăнне пухма тытăнать. Çак чухнех Мисима Япони хӳтĕленӳ вăйĕсен çарпуçĕпе Танай Кийокацу Ямамотопа пĕр шухăш тупать. Политикă шăнкăравлăхлă «Хĕвелпе хурçă», «Хагакуре кӳртĕм пайĕ», «Культурăна хӳтĕлесе» тата ытти публицистикă ĕçĕсем пичетрен вĕçсе тухаççĕ.

1968 çулта трилогин виççĕмĕш томĕ — «Шуçăм хăрамĕ» роман, «Ман тус Гитлер» пьеса пичетленсе тухать, чӳк, 3 çав çулах «Тавлашу» журнал хастарĕсенчен çар «Питлĕх ушкăнĕ» йĕркелет. 1969 çулта Мисима кабуки театăрĕ валли çырма тытăнать, темиçе пьеса пичетлет. Студентсен хумханăвĕ вăхăтĕнче Мисима Токио университетне пырса кĕрет, унта вăл хĕрӳллĕ тавлашуллă калаçура патшалăх тытăмлăхĕпе унта император вырăнĕ пирки ; Мисимăна хирĕç Масахико Акута студент тавлашать. Хидео Гося «Вĕлерӳ» фильмĕнче Мисима Синтаро Кацу, Юджиро Ишихара тата Тацуя Накадай артистсемпе пĕрле вылять.

1970 çулхи чӳк, 25 «Питлĕх ушкăнне» кĕнĕ Морита тата тепĕр виçĕ çынпа типçĕр çарĕсен Итигая тĕп вырăнне пырса, Мисима базă çарпуçне тыткăна илсе салтаксем умĕнче сăмах калать. Анчах та театăрти евĕрлĕ хăтлану патшалăхра тытăмлăха çавăрса илес ĕç пурнăçа кĕреймест, çакăн хыççăн Мисима хăйне хăй чиксе, самурай пек, сеппуку туса вилĕме кĕрет. Çак кунăн ирĕнче, Ичигая каяс умĕн, Мисима хăйĕн редактăрне (Чикако Коджима) «Пирĕшти йăванни» романăн пичетлĕве хатĕрленĕ ярса панă, ку вăл «Илпек тинĕсĕ» тетралогин юлашки томĕ, çаплах Мисимăн пултарулахăн юлашки ĕçĕ пулать.

Романсемпе повеçсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Исповедь маски / 仮面の告白 (1949, вырăсла 1994)
  • Юратас килет / 愛の渇き (1950, вырăсла 2000)
  • Запретные удовольствия / 禁色 (1954, вырăсла 2005)
  • Шум прибоя / 潮騒 (1954, вырăсла 2004)
  • Ылтăн храм / 金閣寺 (1956, вырăсла 1989)
  • Кёко çурчĕ / 鏡子の家 (1959)
  • Банкет хыççăн / 宴のあと (1960)
  • Хитре çăлтăр / 美しい星 (1962)
  • Шёлк и проницательность / 絹と明察 (1964)
  • Пуян тинĕс / 豊穣の海 (тетралоги):
  • Çурхи юр / 春の雪 (1968, вырăсла 2003)
  • Несущие кони / 奔馬 / (1969, вырăсла 2004)
  • Храм на рассвете / 暁の寺 (1969, вырăсла 2005)
  • Пирĕшти персе анчĕ / 天人五衰 (1970, вырăсла 2006)
  • Её высочество Аои / 葵上 (1955, вырăсла 2004)
  • Маркиза де Сад / サド侯爵夫人 (1965, вырăсла 2000)
  • Ман юлташ Гитлер / わが友ヒットラー (1968, вырăсла 2000)

Новеллăсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Патриотизм / 憂国 (1960, вырăсла 2000)
  • Хĕвелпе хурçă / 太陽と鉄 (1965, вырăсла 1999)
  • Çу варринчи вилĕм / 真夏の死 (1966, вырăсла 2000)

Мисимăн пултарулăхне урăх чĕлхесене куçаракансем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]