Контент патне куҫ

Юранкă (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Юранкă (выр. Юронга), — Чулхула облаçĕпе Мари Эл çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Вĕтле шывĕн юппи.

Юханшыв çылкуçĕ Ларионовски ялĕнчен виçĕ-тăватă çухрăм кăнтăр-хĕвеланăçнелле вăрманта вырнаçнă. Козиково ялĕнчен 6 çухрăм кăнтăралла Вĕтле шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем нумай, вĕсенчен пысăккисем çаксем: Куса, Андреевка , Нуса, Пĕштĕн (выр. Пиштань), Утрес (выр. Удрец), Илешме (выр. Илешма), Шапша, Мăн Шурья (Большая Шорья), Чемодановка, Шушкан, Хура, Тĕнке (выр. Тюньга), Кука (выр. Куга), Нестеркке (выр. Нестерка), Кума, Лыка.

Юранкă ытларах пайĕпе кăнтăралла тата кăнтăр-хĕвеланăçнелле юхать. Юханшыв Юрански кӳлĕ урлă юхса тухать.

Юханшыв ытларах пайĕпе вăрман тăрăх юхать. Вырăнĕ чылай тĕлте шурлăхлă. Çавна май çынсем ун хĕрринче ытлашши нумай пурăнмаççĕ.

Юранкă хĕрринчи ялсем: Кубы (пушă ял, юханшыв çăлкуçĕнчен чылая аякра вырнаçнă), Кĕçĕн Юранкă, Козиково (пушă ял).