Язгулемсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Язгулемсем (хăйсене згамик /скамик/ теççĕ), — Таджикистанăн Туçи Бадахшан тăрăхĕнче пурăнакан халăх. Язгулем чĕлхипе калаçаççĕ. Çӳллĕ тусем хушшинче юхакан Язгулём юханшывĕ хĕрринче пурăнаççĕ.

Пĕлĕве таджик чĕлхипе илеççĕ. Ытларах енĕпе ислам тĕнне ĕненеççĕ. Ытларах енĕпе суннитсем, сав енченнех шиитсем те тĕл пулаççĕ. Малтан исмаиллăх та сарăлнă пулнă.

Хуçалăх енĕпе пăхсан ытларах çĕрĕçченĕсем. Язгулём шывĕн çӳлĕрех юхăмĕнче кĕтӳ тытаççĕ. Çăм арлаççĕ, арçынсем пир тĕртеççĕ, хĕрарăмсем тĕрлĕ тĕслĕ çăмран çӳллĕ кĕнчеллĕ нускисем çыхаççĕ. Çавăн пекех йывăçран тĕрлĕ савăт-сапа, карçинсем ăсталаççĕ.

Рушансем, бартангсем, тата шагнансен пĕр пайĕ пек вилĕне пытарнă чухне ташласа пытараççĕ. Ташшине ытларах енĕпе хĕрарăмсем ташлаççĕ. Вилнĕ арçына каум пуçĕ пытарать.

Исмаилсен малтан халах çулчĕ пулнă. Ăна вĕсем алоу хона тенĕ, чăвашла куçарсан «вучах çурчĕ» пулать. Ку çуртра вучаха нихăçан та сӳнтермен, арçынсем утна каннă, апатланнă. Суннизм сарăлма пуçалсан вăл çутсенче мĕчĕтсем тунă.

XX ĕмĕрте язгулемсен шутĕнче интеллегентсем тухма пуçланă.