Контент патне куҫ

Петĕр Яккусен

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Яккусен Пётр Яковлевич ҫинчен куҫарнӑ)
Якоалев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Яккусен, Петĕр
Яковлев Пётр Яковлевич
Çуралнă чухнехи ят: Петр Яковлевич Яковлев
Çуралнă вăхăт: 1950, çурла, 26
Çуралнă вырăн: Упа Çырми ялĕ, Трак ен районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2021, кăрлач, 7
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçи
Жанр: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Яковлев Пётр Яковлевич (Яккусен, Петĕр, 1950 çул, çурла, 26, Красноармейски районĕ, Упа Çырми ялĕ çур. — 2021, кăрлач, 7, Шупашкар) — чăваш сăвăçи тата чĕлхеçĕ (вăл шутра фонетист). Раççей ÇП пайташĕ (1986), филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ[1].

Петĕр Яккусен 1950 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упа Çырми ялĕнче çуралнă.

1967 çулта Мăн Шетмĕри вăтам шкултан, 1975 çулта Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университетĕнчи историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. ЧПГĂИче ĕçленĕ, чăваш чĕлхин пусăм йĕркине тĕпчесе темиçе статья пичетлесе кăларнă.

1978-1984 çулсенче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Мартынкасси шкулĕнче вĕренӳ ертӳçи тата чăваш чĕлхипе литература вĕрентӳçи вырăнĕсенче ĕçленĕ. 1984 çулта Пётр Яковлев Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн кафедринче ĕçлеме тытăннă, аспирантурăра вĕреннĕ. 1989 çулта «Чăваш чĕлхинчи сăмах пусăме» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ. 1995 çулта унăн «Чăваш фонетики» вĕренӳ кĕнеки пичетленсе тухнă. Кунта вăл чĕлхе пĕлĕвĕн çитĕнĕвĕсене шута илсе тата тăван чĕлхе йĕркин хăйне евĕрлĕхне асра тытса хăш-пĕр пулăмсене урăхла ăнлантарнă, уйрăмах консонантизм, сингармонизм, пусăм çинчен каланă шухăшсем пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Ăслăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Ударение в русских и интернациональных словах, заимствованных в чувашский язык // Чувашский язык. Труды ЧНИИ. Вып. 66. Ш., 1976;
  • Чĕлхе, сăвă тата аллитерации // Чăваш илемлĕ литература чĕлхи. ЧНИИ статья пуххи. Ш., 1978;
  • К истории изучения ударения в чувашском языке // Вопросы истории и грамматики чувашского языка. Труды ЧНИИ. Вып. 74. Ш., 1977;
  • Чăваш Фонетики. Ш., 1995.
  • Переводы «Отче наш» в свете становления и развития письменного чувашского языка // Родной Язык. 2019. Т. 1. С. 9–40.
  • Фонетика и фонология чувашского языка. Ш.: ЧГИГН, 2020. 228 с.
  • Двуязычие и чувашская фонетика: пути решения теортических проблем. Ш.: ЧГИГН, 2021. 56 с.

Поэзири ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Поэтăн сăвă кĕнекисем: «Кумаляк», «Тăм тăвайкки вăййисем», «Уй варринче», «Юман чĕлхи», «Çавра кӳлĕ».

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Долгова Алевтина Петровна. ЯКОВЛЕВ ПЕТР ЯКОВЛЕВИЧ (К 70-ЛЕТИЮ СО ДНЯ РОЖДЕНИЯ). Чувашский государственный институт гуманитарных наук, ISSN: 2225-7314.
  2. Кумаляк : чăн пулни тата юмах. Шупашкар. 2005. ISBN 5-7670-1424-8
  3. Атлай, Л. Управçă шăпаллă поэзи тата халĕ те ĕненӳллĕхпе кăна пурăнакан ăраскаллă çыравçă / Л. Атлай // Хыпар. – 2006. – 26 утă.
  4. Волков, Л. Çамрăклăх çаврăмĕсем / Л. Волков // Коммунизм ялавĕ. – 1986. – 21 нояб.
  5. Ильина, Н. Ум сӑмах вырӑнне : [Петӗр Яккусен сӑвӑҫ ҫинчен] / Н. Ильина // Яккусен, П. Кӗмӗл кимӗ / П. Яккусен. – Шупашкар, 2010. – С. 3-8.
  6. Кульев, О. Шыв тӑрӑх шӑппӑн шӑвакан кимӗ : [Петӗр Яккусен «Кӗмӗл кимӗ» кӗнеки пирки] / О. Кульев // Халӑх шкулӗ = Нар. шк. – 2011. – № 2. – С. 46-47.
  7. Матвеева, Г. «Кӗмӗл кимӗре» вӑраннӑ кӑмӑл : [Петӗр Яккусен «Кӗмӗл кимӗ» кӗнеки пирки] / Г. Матвеева // Тӑван Атӑл. – 2011. – № 8. – С. 128-131.
  8. Никитина, Ж. Тĕнче мана каларĕ хăлхаран... / Ж. Никитина // Хыпар. – 2000. – 20 авăн.
  9. Прокопьева, Р. «Чи малтанхи эпӗ курнӑ чечек – хӗрлӗ, хитре хӗвелччӗ...» : [Петӗр Яккусен поэтӑн пултарулӑхӗ пирки] / Р. Прокопьева // Самант. – 2011. – № 3. – С. 20.
  10. Сатур, С. Ирĕке ăнтăлни / С. Сатур // Тăван Атăл. – 2006. – № 11. – С. 144-150.
  11. Сатур, С. Халăх сăвăçĕн сасси / С. Сатур // Хыпар. – 1994. – 27 ака.
  12. Степанов, В. «Куçăма курăнинччĕ шевлеллĕ ката...» / В. Степанов // Коммунизм ялавĕ. – 1990. – окт.
  13. Степанов, В. Робинзон / В. Степанов // Çамрăксен хаçачĕ. – 1997. – 31 çу.
  14. Степанов, В. «Эп юрă мар, пĕр çаврăм çеç» / / В. Степанов // Хыпар. – 1991. – 20 нояб.
  15. Юмарт, Г. Хăлат / Г. Юмарт // Ялав. – 2000. – № 8. – С. 64-65.
  16. Яковлев Петр Яковлевич // Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем : биобиблиогр. указ. – Шупашкар, 2006. – С. 231-233.
  17. Яковлева, Г. Петӗр Яккусен поэтпа тӗл пулу / Г. Яковлева // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р-нӗ). – 2009. – 5 ҫу.
  18. Яккусен, П. Петӗр Яккусен: «Этемӗн чӑн малтан хӑйӗн ӑшӗнчи тасалӑхпа калаҫмалла» / П. Яккусен ; [калаҫаканӗ] В. Степанов // Самант. – 2012. – № 8. – С. 12-13.
  19. Афанасьев, П. Яккусен (Яковлев) Петр Яковлевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебксары, 2006. – С. 544-545.
  20. Мур, Л. Новые вести из подлунного мира : [о творчестве поэта Педэра Яккусен] / Л. Мур // ЛИК. – 2007. – № 1. – С. 153-155.
  21. Степанов, В. ЯККУ-сан: путь пера / В. Степанов // Лик Чувашии. – 1997. – № 2. – С. 105-110.
  22. Хузангай, А. П. Яковлев Петр Яковлевич / А. П. Хузангай // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 723-724.
  23. Хузангай, А. Молния на ладони // Хузангай, А. Поиск слова / А. Хузангай. – Чебоксары, 1987. – С. 116-118.
  24. Яковлев (Петӗр Яккусен) Петр Яковлевич // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 93.
  25. Яковлев Петр Яковлевич // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930-2005. – Чебоксары, 2005. – С. 177.