Якку Мишавай

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Якку Мишавай, — XIX ĕмĕрте пурăннă чăваш юрăçи. Вăл ăçта çуралса ӳсни, ăçта пурăнни паллă мар. Вăл самаях вĕреннĕ, çĕрвиçевçĕ, авалхилле каласан, çĕр виçсе çӳрекен улпут, мишавай пулнă.

Пазухин хăй кенекине унăн "Çĕр виçсе çӳрекен улпут юрри — мишавай юрри" тесе ят панă юррине кĕртнĕ, вăл унăн 2-мĕш томĕнче пичетленнĕ. 62-мĕш страницăра çакна вулама пулать:

"Хура халăха ирĕке кăларсан пирĕн енче те çĕр виçекенсем те çӳренĕ. Çапла пĕр çĕр виçсе çӳрекен улпут Аслă Арапуçне (Пăва уесне) пынă. Çак пысăк ялта чылаях пурăннă. Виçсе пĕтерсен ăна хваттер хуçисем авалхи йăлапа хăналанă. Сăрапа кĕрчеме ĕçкелесе хĕрсен хăй улпут çакă юрра чăвашла юрласа панă. Унччен вăл чăвашшине никам та пĕлмен. Ытла пĕлес текенсем çакăн çинчен Арапуçĕнчи Сахрун Çимунсен ăратĕнчен ыйтса пĕлме пултараççĕ."

Хресченсене ирĕке кăларни 1861 çулта пулнă. Эппин, Мишавай Якку çав çулсенче пурăннă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]