Медицина
«Медицина» порталĕ | |
медицина Викисăмахсарта? |
Медицина — çын организмĕнче пулса иртекен чипер, е патологиллĕ пулăмсене, тĕрлĕ чирсене тĕпчекен, çынсен сывлăхне упраса çирĕплетекен ăслăх, ăслăхлă е практикăллă ĕçсем.
Классикăллă медицинăна тата альтернативлă медицинăна уйăраççĕ. Альтернативлă медицина — йăлана кĕнĕ медицина ĕçĕсем çинче никĕçленмен методсем. Ăна çавăн пекех псевдомедицина, квазимедецина, а çынсене улталани тесе калаççĕ. Альтернативлă медецина шутне уринотерапи, хиропрактика, хилерство, йĕппе чикни, фитотерапи, Китай медицини, гамеопати, тата ыттисем кĕреççĕ.
Терапи - ҫак процес вӑл пӗр-пӗр чиртен сывални, чирсенчен е курӑксенчен сывални, патологи тӑрӑмӗнчен тухнисенчен е пурнӑҫ йӗркине пӑсни, пурнӑҫри пӑснӑ ӗҫсене йӗркене кӗртни тата сывални, сывлӑха ҫирӗплетни пулса тӑрать.[1]
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Медицина сăмахĕ латин ars medicina (лат. сиплев ӳнерĕ) сăмах çаврăнăшĕнчен тытăнса тăрать, унăн medeor (лат. сиплетĕп) глагол тымарĕ пекех.[2]
Практика медицини
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Медицинăра çаплах практика, е клиника, медицини, е медицина практики пур. Унта медицина ăслăхĕнче тĕпчесе тупнă ăслайсемпе усă курса çын организмĕн чирĕсене, патологи тăрăмĕсене сиплеççĕ.
Конвенци тата альтернатива медицини
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Энергетика медицини
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Энергетика медицини — альтернативлӑ медицина тата псевдонауксем, паллӑ е паллӑ мар хальхи наукӑпа (ҫав шутра эзотерика) усӑ курса энерги диагностика, сиплев тата тӗрлӗ чирсене профилактика тӑвас тӗллевпе ҫын ҫине витӗм кӳрессине палӑртаканскерсем. Энергетика медицини-анлӑ термин — вӑл тӗрлӗ меслетсене пӗрлештерет, сӑмахран, акупунктура, акупрессура, лазер, ҫутӑ, магнит терапийӗ, органика энергийӗн терапийӗ в. Энергипе пирамид, вибраци медицини, нумай виҫеллӗ медицина, алӑсем, ци-терапи, полярность терапийӗ, Рэка, карма диагностикӗ, космоэнергетика, чун-чӗре тӗллевӗ, кӗлӗ, медитаци, Тантра, Янтарь[3].
Ăслăх классификаци системинчи кодсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ХХЧК 10 - Халăхсен хушшинчи чирсен классификаци
- Ăслăх-техника информацин патшалăх рубрикаторĕ (ГРНТИ) (2001 çул тĕлне): 76 МЕДИЦИНА И ЗДРАВООХРАНЕНИЕ(ĕçлемен каçă)
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Медицина уйрăмĕсем
- Медицина историйĕ
- Медицина йĕркелĕвĕсем
- VA VistA — ирĕклĕ медицина информаци системи
- Медицинăри стандартсем: UMLS, SNOMED, HL7
- Медицина почтă марккисем çинче
- Медицинăпа медицина технологисен хронологийĕ
- Сывлăх культури
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Ударлӑ-хумлӑ терапи уйрӑмлӑхӗсем
- ^ Черных П. Я. Историко-этимологический словарь русского языка. — М.: Русский язык, 1999. — Т. 1. — С. 519—520. — 623 с. — ISBN 5-200-02685-7
- ^ Космоэнергетикӑна каякан ҫул ҫинчен каласа пани 2022 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сергей Петрович Капица & Борис Григорьевич Юдин. Медицина XXI века: этические проблемы // Знание. Понимание. Умение. — 2005. — № 3. — С. 75-79.
- Биотехнология и медицина(ĕçлемен каçă)
Ăслăх тĕлĕшĕсем |
|
---|---|
Ăслăх пĕлĕвĕ |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |