Ӳкерчĕк
Перейти к навигации
Перейти к поиску
Ӳкерчĕк (вырăсла рисунок) — пирĕн пурнăçра тĕл пулакан хуть те мĕнле япалана та, хуть те мĕнле пулăма та епле те пулсан, ятарласа графика меслечĕпе ÿкерсе, сăнласа кăтартни. Кунта "графика меслечĕпе" тени тĕпре тăрать.
Графика меслечĕпе мар, урăхла майпа ăсталнине "ÿкерчĕк" темеççĕ. Урăхлисем валли урăхла сăмахсем пур. Анчах та, графикăпа ытти ÿнерсен хушшичи чикĕсем пит уçăмлах пулманнине кура тата кирлĕ пĕлÿсем кашни çыннăнах çителеклĕ пулманнипе, хăш чухне урăхла меслетпе ăсталанă сăнарлавсене те "ÿкрчĕк" тени тĕл пулать[1].