Ӳкерӳ геометрийĕ
Курӑнакан калӑплав
Ӳкерӳ геометрийĕ (техникăлла ÿкерÿ геометрийĕ) — геометрилле объектсене тĕпчемелли инженерла ăслав, вăл икĕ хапаллă геометрилле аппаратран тата алгоритмсен йышĕнчен тăрать.
Ĕçлевлĕхлĕ ÿкерÿ геометрийĕ виçĕ виçеллĕ Евклидла уçлăхри геометрилле объектсене тĕпчени çинче çеç чарăнса тăрать. Малтанхи панăлăхсем икĕ пăхăнманлăхлă проекци пек курăнмалла. Тĕллевчĕксенчен тата алгоритмсенчен ытларахăшĕнче хире-хирĕçле перпендикулярлă икĕ лаптак çинчи ортогоналлĕ проекципе усă кураççĕ.
Хальхи вăхăтра, шутлав техники тата линилле алгебра аппарачĕ аталаннине кура, асăннă ăславăн ĕçлевлĕхле хаклăлăхĕ çук темелле. анчах та вăл, ахăртнех, çурттăвăма тата машшынсем тăвассине вĕренекенсен пĕлÿлĕхне ÿстерме кирлех.