1879-1883 çулсенчи Лăпкă океан вăрçи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Вăрçă хыççăн Чилине куçнă çĕрсем

1879-1883 çулсенчи Лăпкă океан вăрçи (çавăн пекех «селитра вăрçи» пек те паллă), — пĕр енчен Чили, тепĕр енчен Боливипе Перу пĕр-пĕринпе хирĕçнĕ вăрçă. Хирĕçӳ Чили Боливинчи селитра вырăнĕсене хăй аллине илесшĕн пулнипе тухнă.

Атакама пушхирĕнче Чили селитра компанийĕ селитра кăларнă. Ку çĕрсен пĕр пайĕ Перу шутне, тепĕр пайĕ Боливине кĕнĕ. 1879 çулхи нарăс уйăхĕнче Чили Боливи çине тапăннă, ака уйăхĕнче вара, Перупа Боливи хушшинче пулăшу килĕшĕвĕ пулнине пула, вăрçăна Перу хутшăннă. 1879 çул вĕçĕ тĕлне Чили çарĕсем Боливин пĕтĕм океан хĕррине тухакан çĕрĕсене, Перун Тарапака провинцине тытса илнĕ. 1880 çулăн çĕртме уйăхĕнче пĕтĕм Атакама пушхирĕ Чили аллинче пулнă. 1881 çулхи кăрлач уйăхĕнче Чили çарĕсем Перун тĕп хулине, Лимăва, тытса илнĕ.

1880 çултан пуçласа Аслă Британи Чилирен силитрăна пĕччен турттармалли килĕшӳ алă пусса çирĕплетнĕ, çавăнпа та вăл Чилине самай пулăшнă. АПШ вара, ку тăрăхра çирĕпленес тесе Боливипе Перуна пулăшу пама шаннă. 1883 çулхи утă уйăхĕнче Чили çарĕсем Перу çарĕсене икĕ хут çапса аркатнă хыççăн вăрçăна вĕçленĕ. Вăрçă хыççăн Тарапаки провинцийĕ яланлăхах Чилине куçнă, Такнăпа Арики хулисем вара вунă çуллăха (Такна хулине 1929 çулта Перуна тавăрнă) Чили аллине лекнĕ.

Боливи Чилипе 1884 çулта килĕшӳ тунă. Вăл килĕшӳ тăрăх Боливи Океан хĕррине тухакан çĕрсене çухатнă — Антофагаста провинцийĕ Чилине куçнă. Килĕшĕве 1904 çулта алă пусса çирĕплетнĕ.