1920-1930 çулсенче йĕркеленĕ ял хуçалăх эртелĕсем (Муркаш районĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

1920-1930 çулсенче йĕркеленĕ ял хуçалăх эртелĕсем, — çĕрĕçченĕсен пĕрлĕхлĕ хуçалăхĕсем. 1930-мĕш çулсен пуçламăшĕнче коллективизаци пуçланнă. Ку пулăм вăйпа иртнĕ.

Хуçалăхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1920-1930-мĕш çулсенче çак хуçалăхсем йĕркеленнĕ:

  • «Авангард»Шуркасси ялĕнче 1930 çулта 13 хуçалахран йĕркеленнĕ.
  • «Аврора»1930 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Пиккикассипе Пăсăрман яленче 13 хуçалăхран йĕркеленнĕ. Йĕркелекенсем: П.Федотов, Н.Краснов, И.Тугов. 1935 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне — 94 хуçалăх, фермăсенче 25 ĕне пулнă.
  • «Аврора»1928 çулхи ака уйăхĕнче Чуракасси ялĕнче 5 хуçалăхран йĕркеленнĕ. Йĕркелекенсем: М. Мерлов, К.Морозов. 1935 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне — 90 хуçалăх, 4 бригада.
  • «Автан»1928 çулта Автанкасси ялĕнче йĕркеленнĕ.
  • «Актугай»1930 çулта Купăрля ялĕнче йĕркеленнĕ.
  • «Беднота»1930 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Куçкин ялĕнче йĕркеленнĕ.
  • «Безбожник»1930 çулта Тойкилтĕ ялĕнче йĕркеленнĕ.
  • «Безбожник»1929 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче Карамалькасси ялĕнче 12 хуçалăхран йеркеленнĕ. Йĕркелекенсем: Р.Гаврилов, В.Измайлов, П.Романов. 1935 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне — 46 хуçалăх, фермăсенче 23 ĕне пулнă.
  • «Большевик»1930 çулта Чĕрĕп, Хырлăх тата Чăршă ялĕсенче йĕркеленнĕ. Халĕ вĕсем Вомпăкассине кĕреççĕ.
  • «Большевик»1930 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Уйкас Хачăк ялĕнче 7 хуçалăхран йĕркеленнĕ. 1935 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне — 64 хуçалăх, фермăсенче 25 ĕне пулнă, 2 бригада ĕçленĕ.
  • «Бригадир»1931 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Турикассинче йĕркеленнĕ. Йĕркелекенсем: И.Смирнов, И.Толстов, В.Чернов, М.Чернов. 1935 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне — 48 хуçалăх, фермăсенче 66 сысна пулнă.
  • «Броневик»1930 çулхи ака уйăхĕнче Охатер ялĕнче 4 хуçалăхран йĕркеленнĕ. 1935 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне — 44 хуçалăх, фермăсенче 30 сысна пулнă.
  • «Возрождение»1930 çулта Шуркасси ялĕнче йĕркеленнĕ.