Контент патне куҫ

Ĕне

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ĕне

Ĕнемăйракаллă шултра выльăхăн, — вăл шутра килти вăкăрăн, — пăрлама ĕлкĕрнĕ çитĕннĕ ами.

Ĕне – курăк çиекен, сĕт, аш, тир паракан килти выльăх. Икĕ чĕрнеллĕ, кавлекен, çӳлти шăлсăр, тăватă чĕчĕлĕ, мăйракалă чĕрчун. Ăна сĕтпе ашшăн усраççĕ. Аçине вăкăр теççĕ. Ĕнесене пĕчĕке чухне пăру теççĕ, чупмалли (вăкăрпа ермештермелли) вăхăт çитнĕ выльăха пушмак пăру теççĕ. Пăру тĕвви выльăхра 9 уйăх аталанать. Ĕнене ашпа сĕт параканисене пайлаççĕ.

Хуçалăхри пĕлтерĕшĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăвашсем ĕне тытма вăй çитерсен пурăнатпăр тенĕ. Ĕнен сĕтĕнчен: хăйма, çу, тăпăрчă, турăх, ĕне ырри те тăваççĕ. Ĕне тислĕкĕ пахчасенчи çĕрсен тухăçне кирлĕ шайра тытса тăма май парать.

Ĕне сăнарĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕрлĕ çĕршывсенче ĕнене тĕрлĕ хаклаççĕ. Индинче ĕне сăваплă чĕрчун, Адити ятлă аслă Аман çĕр çинчи сăнарĕ. Вăл хулара та ирĕклĕнех çӳрет. Унта ăна темле ашкăнсан та хисеплеççĕ. Египетра ĕне – сенкер тӳпе. Чуптарнă ĕне нумай çĕрте – хĕрарăм. Чăвашсем ĕнене яланах иккĕмĕш выльăх вырăнĕнче тытнă. Тĕп вырăнта – лаша. Çавăнпа та мĕшĕлти хăй тавра никама та курман çынна ĕне теççĕ.

Ĕне симĕс курăк, çерем, утă, уткăшкар, улăм, сăсăл, тырă, тулă, сĕлĕ, урпа, ыраш, кăшман, кавăн, тăвар çиме юратать. Ĕнене çулла çерем, хĕлле утă çитереççĕ, ăшăтнă шыв ĕçтереççĕ. Çулне пĕрре пăрулать. Виçĕмĕш çулне ĕне пулать. Пĕчĕкке чухне пăру, пăруличчен тына, аçине вăкăр, пăруламаллине пĕтĕ теççĕ. Вăкăрпа ĕлĕк пахча сухаланă. Навăсне удобрени вырăнне усă кураççĕ, пахчана тăкаççĕ, хăяр айне хураççĕ. Кунне иккĕ сăваççĕ, ирхине те каççинне, икĕ витре сĕт парать. Вăйлă сивĕре чĕчи ан шăнтăр тесе витене хупса хураççĕ.

Вăкăр юнĕнчен гематоген тăваççĕ.

Çулла ĕнен пĕлтĕрхи кивĕ çăмне хырса, тураса тăмалла.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Костомахин Н. М. «Породы крупного рогатого скота»: Учебное пособие для студентов высших учебных заведений, обучающихся по специальности «Зоотехния». — М.: Издательство «КолосС», 2011. — 119 с., [8] л. — 500 экз. — ISBN 978-5-9532-0749-2.