Контент патне куҫ

Auchentoshan (виски)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шаблон:Шотланди эрех лаçĕ

Auchentoshan

Auchentoshan (выр. Ock-un-tosh-un - О-кен-то-шан) - пĕр ятлă эрех лаçĕнче тăвакан пĕрсалатлă шотланд вискийĕ.

Flaska Auchentoshan i en bar i Rom.

Пахалăх уйрăмлăхĕ — виççĕ хутчен дистилляци тăваççĕ, салатра кăшт кăна торф юлать.

Эрех лаçĕ шотланд айлăмĕнче вырнаçнă, çавăнпа ĕнтĕ «Auchentoshan» вискийĕ айлăмри шутланать, шывне Тури ту çинче çăлкуçран илеççĕ пулин те.

Эрех лаçне 1823 çулта никĕсленĕ, унченхи пулăмсене никам та каласа кăтартман. Сыхланса юлнă документсем тăрăх, 1825 çулта Торн хуçа аллинче тăнă. XIX ĕмĕрте Глазго патĕнче, Ватă Килпатрик сăрчĕсен умĕнче хирте ларнă пулнă. Auchentoshan кельт чĕлхинче «хир кĕтесĕ» пулать.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçи тапхăрĕнче, 1941 çулхи пушăн 13-мĕшĕнче, эрех лаçне люфтваффе питĕ варвăрла бомбăланă, ампарĕсене ишĕлтернĕ.

1984 çулта «Auchentoshan» виски лаçне «Morrison Bowmore Distillers» сутăн илнĕ те вăл вара «Suntory» япун концернĕ йышне кĕнĕ.

  1. Auchentoshan оф. сайтĕ ((ref-en))

Шаблон:Шотланди вискисем