Контент патне куҫ

Виски

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Виски(акăл. whisky, айр. whiskey) - салат пăттинчен уйăрса кăларнă хаяр алкоголь ĕçми. Виски сахалтан та 40 градуслă хаяр тата сахалтан та виççĕ çул пичкере усранă ĕçме.[1]

Вискитăвакан паллă çĕршывсем: Аслă Британи (Шотланди енĕ),Ирланди,АПШ,Япони тата Канада.

Юхтармалли куб
Юхтармалли куб

Вискине тăвас утăмсем:

  • 1) Салат туни: тырăна (Шотландире урпапа кăна усă кураççĕ) 2-4 талăк шывра ислетеççĕ. Тырă 12 кун хушши салат авăнĕнче калчаланса ӳсет. Кайран салата торф е кăмрăк тĕтĕмĕпе типĕтеççĕ. Çак меслетпе шотланд вискийĕ тĕтĕм-сĕрĕм шăршиллĕ пулать.
  • 2) Йӳçни: авăртнă салата вĕри шыва яраççĕ, çĕпре хушаççĕ. Иккĕ-виççĕ талăк иртсен йӳçнĕ 5°-9° салат пăтти (кăрчама) пулать.
  • 3)Дистилляци :
    • а)пĕрсалатлă виски тумалли меслет: кăрчамана юхтару кубĕнче иккĕ хутчен пăслантарса тасатаççĕ. Пĕрре юхтарнă хыççăн 20°-25° шĕвек пулать (low wines - "анат эрехĕсем"). Анат эрехне тепĕр хут юхтараççĕ. Виççĕ пайĕнчен чи хăватлине (60°-70°) пичкере упраççĕ;
    • б) тырă вискине тумалли мĕслет: кăрчамана пĕр хут ректификаци аппарачĕ витĕр юхтарса 70° шĕвеке илеççĕ. Ку меслет питĕ тухăçли шутланать. Тырă вискинчен чылай хутăш виски тума юрать.
Famous Grouse

Вискитăвакан тăрăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шотланди енĕ тăваттă вискитăвакан тăрăха пайланать: Lowland (Тӳремлĕх), Speyside (Спейсайд), Hidhland (Сăртлăх) тата Isles (Утравсем). Хăш пĕррисем тата пиллĕккĕмĕш тăрăхĕ пур теççĕ - Campbeltown (Кампбелтаун).

Кашни тăрăхран виски хăйĕн тутипе, хăйĕн стилĕпе уйрăлса тăрать:

  • Тӳремлĕх - чи çемçе те ансат виски тăваççĕ;
  • Спейсайд - чи паллă виски тăрăхĕ. Кунта чылай вискитăвакан вырнаçнă. Кунта пыл, хирти шурă чечексен тата цитрус шăршиллĕ, çемçе те чăмăр тутăллă виски тăваççĕ;
  • Сăртлăх - кунта торф, тĕтĕм тата пиçнĕ панулми шăршиллĕ çемçе виски тăваççĕ;
  • Утравсем (Islay, Jura, Skye, Mull, Orkney тата Arran)- чи хытă, чи хăватлă тата вичкĕн шотланд вискийĕ. Утраври виски йăмăх шăршиллĕ: торф, тĕтĕм, йод, сăмала тата йӳлеке(шыв курăкĕ) шăрши туйăнма пултарать.

Виски классификацийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2005 çултан Шотланд вискийĕ çĕнĕ классификаципе тухаççĕ :

  • Single malt whisky -Пĕрсалатлă виски
  • Blended malt whisky e Pure malt -Салатлă хутăш виски
  • Blended whisky -Хутăш виски
  • Grain whisky -Тырăлă виски
  • Single grain whisky -Пĕртырăлă виски
  • Blended grain whisky -Тырăлă хутăш виски

Ирланд вискийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Виски тата бурбон АПШ-чен

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Америкăри виски виççĕ уйрăм йышсене пайлама пулать :

Япун вискийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Канад вискийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

30 яхăн ял хуçалăх виски тăваççĕ. Чи пысăккисем :

ят никĕсленĕ çул тăрăх
Glenora Distillery 1989 Nova Scotia
Schenley 1945 Quebec
Canadian Mist 1967 Ontario
Canadian Club 1858 Ontario
Kitting Ridge 1992 Ontario

Франци вискийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Франци тĕнчере виски суту-илӳ ĕçпе пĕрремĕш вырăн йышăнать.Францире чи сайра виски тăваççĕ - хура тулăран : "EDDU" ( Distillerie des Menhirs ).

Раççейри виски

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççей вискине Ставрополь Енĕнче Прасковейское савучĕ тăвать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]