Dubia
Курӑнакан калӑплав
Dubia (лат. «иккĕленӳллĕ») — авторлăхне "çĕр проценчĕпех" палăртма май çук е йывăр хайлав. Ӳнерĕн хуть те хăш тĕсне те пырса тивет. Анчах та пуринчен те ытларах литература хайлавĕсем пирки каланă чухне сиксе тухать ку сăмах.
Акă XVIII ĕмĕрте чăвашла çырнă пĕр мухтав сăввин авторĕ паллă мар, анчах ăна çапах та хăш чухне Dubia йĕркипе Н.Я.Бичурин çырнисен шутне кĕрткелеççĕ.
Тĕпчевсем туса ирртерсе авторлăхне çапах та палăртайсан, çавăн пек хайлавсем хăйĕн кун пек статусне çухатаççĕ.
Фольклор хайлавĕсем Dubia шутне кĕмеççĕ, мĕншĕн тесен унашкал литературăлла хайлавсен канонла тексчĕсем çук е, пулсан та, пурпĕрех кам канонлни яланах тенĕ пекех паллă. Канонлаканни те авторĕ хăй мар, пачах урăх çын.