II-мĕш Василий (Виcанти императорĕ)
II-мĕш Василий (Виcанти императорĕ) | |
грек Βασίλειος B' Βουλγαροκτόνος | |
Чӑн ят | грек Βασίλειος B' Βουλγαροκτόνος |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 958 |
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 1025 çулхи раштав, 15-мĕшĕ |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Ашшĕ | Роман II[d] |
Амăшĕ | Феофано[d] |
Медиафайлы на Викиампар |
Василий II-мĕш (хушма ячĕ Пăлхарсемпе çапăçакан, Вулгарокто́н), — Византи императорĕ, II-мĕш Романăн ывăлĕ, VIII-мĕш Константинпа (кахал пулнăскер патшалăх ĕçне хутшăнман) пĕрле астул тытакан I-мĕш Иоанн Цемисхий хыççăн астул çине ларнăскер. 958 е 956 çулта çуралнă, 1025 çулта вилнĕ.
Император вырăнне йышăнма мĕн ачаранах хатĕрленнĕ, анчах та астул çине Иоанн вилнĕ хыççăн 17-19 çул хыççăн (976 çулхи кăрлач уйăхĕнче) çеç ларнă.
Вăрçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Историнче вăрçăсене пула палăрса юлнă. Унăн III-мĕш Оттон императорпа, Беневентри лангобард герцогĕсемпе, славянсемпе, уйрăмах пăлхарсемпе çапăçнă. Юлашнисемпе питĕ вăйлă та юнлă çапăçнă. Икĕ енĕ те хăйĕн тискерлĕхне кăтартнă. Пĕррехинче II Василий 15 пин пăлхара тыткăна илнĕ. Кашни çĕр çынтан пĕрне куçне шăтармасăр хăварса пурне те ирĕке янă. Ку, тата ытти ĕçĕсене пула ăна Пăлхарсемпе çапăçакан ята панă. Пăлхара вăл Дунай таранах тытса илнĕ. 1022 çулта Ивери (Грузин анăç енĕ) патшипе çапăçса ăна çĕнтернĕ.
Вырăс историйĕнче вăл çавăн пекех Владимир кнеçĕн кĕрĕвĕ пек паллă.
Ытти ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пысăк çĕр тытакансене лайăхрах тытас тесе тата укçа-тенкĕ ытларах пуçтарас тесе аллиленги кĕртнĕ — ун тăрăх пысăк çĕр тытаканĕсем хăйсен çĕрĕçченĕсемшĕн яваплă пулнă. Çĕрĕçченĕ налука тӳлеймен пулсан, уншăн пысăк çĕр тытаканĕ налука парса татмалла пулнă.
Çемье
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Варçăсене самай хутшăннине пула ахаль пурнăçпа ытла интересленмен. Вăл вăхăтри патшасемпе танлаштарсан нумай çул пурăннă пулсан та (вăл вăхăтра 69 е 67 çул пурăнни — сĕм ватлăха пĕлтернĕ), авланман. Аякра çуратнă ачисем çинчен, е çыхăнăвĕсем çинчен нимĕн те паллă мар. Унсăр пуçсăр VIII-мĕш Константин хĕрĕсене те качча парайман. Василий вилнĕ вăхăта Зойăпа Феодора та ача çуратакан çулсенчен иртнĕ, Евдокия вара маларах мăнастыре кайнă. Çавна пула вăл вилсен Македони динайстийĕ сӳнсе ларнă, империйĕнче вара граждан вăрçисем пе пăлхавсем пуçланнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Deutsche Nationalbibliothek Record #120911450 // Gemeinsame Normdatei (нем.) — 2012—2016.
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- 958 çулта çуралнисем
- Раштавăн 15-мĕшĕнче вилнисем
- 1025 çулта вилнисем
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- Стамбулра вилнисем
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Византи императорĕсем
- Македони династийĕ