Танай

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Дунай (юханшыв) ҫинчен куҫарнӑ)
Танай шывĕ
рум. Dunărea, венг. Duna, ним. Donau, серб Дунав, словак. Dunaj, пăлх. /Дунав, хорв. Dunav, укр. Дунай
Характеристика
Тăршшĕ 2960 км
Бассейн  лаптăкĕ  817 000 км²
Шыв системи Хура тинĕс
Шыв тăкакĕ 6700 м³/ç
Шыв юххи
Шыв пуçламăшĕ юханшывсем пĕрлешни: Бригах и Брег
 • Вырнаçу Германи
 • Çӳллĕшĕ 678
Шыв вăрри Хура тинĕс
 • Вырнаçу Румыни/Украина/
 • Çӳллĕшĕ 0 м
Юханшыв тайлăмĕ 0,237 м/км
Вырнаçни
Патшалăхсем Германи Германи, Австри Австри, Словаки Словаки, Венгри Венгри, Хорвати Хорвати, Серби Серби, Пăлхари Пăлхари, Румыни Румыни, Молдави Молдави, Украина Украина

Танай (пăлх. Дунав, ним. Donau, ав.гр. Ἴστρος / Ister, венг. Duna, хорв. Dunav, лат. Danuvius е Danubius, рум. Dunărea, серб Дунав, словак. Dunaj) — хăйĕн тăршшĕпе Европăра иккĕмĕш вырăнта (Атăл хыççăн) тăракан юханшыв. Юханшыв тăршшĕ 2960км

Авал çырса хăварни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Танай çинчен çырнă чи авалхи çырусем шутĕнче грексен авалхи историкĕ Герадот çырнинче паллăртаççĕ. Вăл «Историĕн» иккĕмĕш кĕнекинче Истр юханшывĕ кельтсен çĕрĕнче пуçласа Европа варрипе юхнине çырса хăварнă. Юханшыв ятне кельтсем панă. Вĕсем чĕлхинче Danuvius (хăвăрт шыв) сăмахĕ danu (хăвăрт) тата vius (шыв) сăмахĕсенчен пулнă.

Физика географиĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Танай юханшывĕ. (нимĕçле ятсем)

Юханшыв Шварцвальд тăвĕсенче, Донауэшинген хули патĕнче тинĕс шайĕнче 678 метр çӳллешĕнче вырнаçнă Бреге (тăршшĕ 48 км) тата Бригах (тăршшĕ 43 км) юханшывĕсем пĕрлешнĕ çĕрте пуçланать.

Юханшыв 10 патшалăх урлă юхать: Германи, Австри, Словаки, Хункăри, Хорвати, Серби, Пăлхари, Румыни, Молдави тата Украина.

Хуласем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Танай çинче нума пысăк хула вырнаçнă. Вĕсем шучĕнче тăватă патшалăхăн тĕп хулисем: АвстриВена (1 597 пин çын), СербиБелград (1 168 пин çын), ХункăриБудапешт (2 016 пин çын), СловакиБратислава (425 пин çын). Изар юппи çинче Баварин тĕп хули, Мюнхен вырнаçнă.

Пысăк хуласем:

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]