Mail.ru

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Mail.
Mail.ru
Mailru.png
Mail.ru.png
Тетел-порталăн тĕп страници
URL: mail.ru
Коммерци: пур
Сайт тĕсĕ: тетел-портал, шырав системи, блог, FAQ сервис, электронлă почтă, çырусене хăвăрт çӳретмелли программа
Регистраци: кирлех мар
Чĕлхе(сем): вырас
Харпăрçă: Mail.ru Group
Автор: Дмитрий Гришин
Хальхи статус: хастарлă
Commons-logo.svg Mail.ru Викиампарта

Mail.ru — раççей Тетелĕн пысăк коммуникаци порталĕ. Уйăхсерен ăна 50 миллион çын кĕрет.

Харпăрçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010 çулхи утă уйăхĕ телне Mail.ru 100 % акцийĕ Digital Sky Technologies пайăр фондне кĕнĕ (Юрий Мильнер, Григорий Фингер тата Алишер Усманов усламçăсем аллинче).

2007 çулхи кăрлачра Mail.ru 30 % акцине Naspers кăнтăр африка компанийĕ 165 млн доллар парса туяннă.[1] 2007 çулхи юпара вăлах 26 млн долл. тăкакласа хăйĕн пайне 2,6 % ӳстерет. Çапла, Mail.ru пĕтĕм пурлăхне 1 млрд долл. хакланă, ку Рунетри чи пуян актив шутланать.[2]

Ĕç-пуçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Проектсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Клиентсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

МТС, Билайн, Мегафон, Спортмастер, Microsoft, Nokia, Альфа-банк, Nestle, М.видео, Red Bull, Apple, Samsung, Alcatel тата ур.

Статистика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сайта халăх кăмăлланин рейтингĕ, тĕрлĕ çĕршывсенче страницăсене кĕрсе пăхнă шутпа[3]
Патшалăх Вырăн
Flag of Kazakhstan.svg Казахстан 1
Flag of Russia.svg РФ 2
Flag of Uzbekistan.svg Узбекистан 2
Flag of Ukraine.svg Украина 4
Flag of Belarus.svg Беларуç 5
Flag of Germany.svg Германи 245
Flag of the United States.svg АПШ 1205

Тиркев[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăсăк фактсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Mail.ru сервисĕсем:
    • edu.mail.ru порталăн çăмăл версийĕ, янравсăр.
    • pro.mail.ru çинче AJAX- веб-интерфейсăн веб почти: канлĕ, хăвăрт тата янравсăр.
    • OpenID (openid.mail.ru) — сайтсене, блогсене тата канашлусене кĕмелли пĕрлехи вырăнĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Компания Mail.ru Архивленĕ 15 Ҫу уйӑхӗн 2007 çулта.
  2. ^ Mail.ru вырос до $1 млрд. Коммерсантъ (2007 çулхи чӳкĕн 28-мĕшĕ). Тĕрĕсленĕ 2009 çулхи авăнăн 26-мĕшĕ.
  3. ^ Сайтăн халăх кăмăллани, статистика енĕпе Alexa.com рейтингĕ, 2010 çулхи авăн 26-мĕшĕ тĕлне Архивленĕ 15 Пуш уйӑхӗн 2015 çулта.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]