Контент патне куҫ

Хутшăнакан:Chavash

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
cv-3 Ку хутшăнакан чăвашла лайăх калаçма та, çырма та пултарать.
sv-3 Denna användare behärskar svenska flytande.
en-3 This user is able to contribute with an advanced level of English.
de-3 Dieser Benutzer hat sehr gute Deutschkenntnisse.
ru Для этого участника русский язык является родным

Эпӗ Chavash ятлӑ, википеди тулашӗнчи ятӑм - Мирон Толи. Калининград облаҫĕнче, чӑваш диаспоринче ҫуралса ӳсрӗм. Халь Швецире пурӑнакан пулатӑп, арӑмлӑ, ача-пӑчаллӑ. Эпӗ ача чухне килйыш, ача-пӑчапа чӑвашла калаҫни сиен тесе, пирӗнпе вырӑсла калаҫнӑ (намӑс!). Кун пек пулсан та, эпӗ чӑвашла нумай илтрӗм, пысӑккисем мӗн калаҫнине пӗтĕмпех ӑнланнӑ.

Юнӑм чӑваш, ӑс-танӑм та чӑваш. Чӑваш википедине пуҫламӑшран (2005 ҫултан) хутшӑнтӑм.

Чӑваш википедийӗн пӗлтерӗшӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чӑваш халӑхӗшӗн википедийӗ кирлӗ япала. Кунта пӗлнине пуҫтарма, урӑх чӗлхисемпе интервики урлӑ пӗрлештерме, сӳтсе явса лайӑхлатма пултаратпӑр. Куна тума ялан пӗр япала ас тумалла: Пӗр-пӗрне хисеплесе тумалла.

Ман асаттепе асанне Калининград облаçне 1947-мĕш çулта Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи хыççăн килнĕ, çĕре ишĕлчĕкрен чĕртсе тăратма. Асаттен аппăшĕ Серафима Мироновна Ефимова (Миронова), Чăваш радиовĕн паллă дикторĕччĕ. Серафимăн мăшăрĕ — Георгий Ефимов, паллă чăваш çыравçи[1].

Астумалли сӑмахсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

вĕренӳ заведени=вĕренӳ пӳлĕхĕ, вĕрентĕш.

образовани=çутĕç, вĕрентÿ

примечание=ăнлантаркăч, асăрхав

словарь=сăмахсар

учёнăй=тĕпчевçĕ, ăславçă, ăслăлăхçă, ăслăхçă

Тăвассăмсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Чӑваш кирилла ҫырнинче ӑӗҫ кирилл саспаллисене сарасси. Пӗрпек курӑнакан ăĕç латтин саспаллисем япӑх. Вӗсем 2005 ҫулта (пуҫламӑшра) кирлӗччӗ (ун чухне кирилл ӑӗҫӳ компьютерсенче тӑваткалла ҫӗҫ курӑннӑ). Халь вара вӗсем чаплӑ курӑнаҫҫӗ. Стандарлас тӗллевпе, тетелте шыранӑ чухне ҫӑмӑлтарах тупайас тӗллевпе, википединче те тӗрӗс саспаллисем ҫине куҫма кирлӗ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Каярахпа Серафима Ефимова тата Георгий Ефимов уйрăлнă пулмалла.