Адрон
Адрон (грек hadros — вăйлă; термина усă курма совет физикĕ Л. Б. Окунь сĕнĕвĕпе йышăннă) — класс элементарлă пĕрчĕксен класне кĕрет, Хăватлă пĕр-пĕринпе ĕç-пуçĕн йĕркисене пăхăнать тата чăн элементарлă пĕрчĕк вырăнне лармасть. Адронсем кварк шучĕсемпе икĕ пысăк пая уйрăлаççĕ:
- мезонсем — пĕр кваркран тата пĕр антикваркран тытăнса тăраççĕ,
- барионсем — виçĕ тĕслĕ виçĕ кваркран тытăнса тăрать.
Йĕри-таврари курăнакан япала барионсенчен — нуклонсенчен — тытăнса тăрать, вĕсем атом тĕшшине тытăм паракан протонсемпе нейтронсем пулаççĕ.
Мезонсем шутне пионсем (π-мезонсем), каонсем (K-мезонсем) тата ытти йывăр пĕрчĕксем.
Малтан «мезон» палăрту «вăтам йывăррине» пĕлтернĕ, çавăнпа ĕнтĕ мезонсен ĕретне мюонсене те (μ-мезонсем) кĕртнĕ. Халĕ мюон адрон маррине, вăл лептон класĕнчине пулнине çирĕплетнĕ, çапла вара ăна μ-мезон тесе калани тĕрĕс мар тенĕ.
Юлашки вăхăтра экзотикă адронĕсене тĕпчесе тупнă; вĕсем вăйлă хутшăнуллă пĕрчĕксем шутланаççĕ, анчах та вĕсем адронсене кварк-антикварк е виçĕ кварк классификации теорин йĕркине вырнаçаймаççĕ. Хăшпĕр адронсем экзотикăлăх пирки ăслăлăх тĕплĕн кăтартаймасть.
Экзотикăллă адронсем çапла пайланаççĕ:
- Экзотикăллă барионсем, сăмахран пентакварксем, сахалтан та, 4 кваркпа 1 антикварк шучĕллĕ.
- Экзотикăллă мезонсем, (адрон молекулисем, глюболсем тата гибридлă мезонсем).
Гиперонсем те барионсем шутланаççĕ, вĕсем— элементарлă пĕрчĕксене хăвăртлатаканра çуралакан йывăртарах та тăнăç мар пĕрчĕксем.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Jean Letessier, Johann Rafelski, T. Ericson, P. Y. Landshoff. Hadrons and Quark-Gluon Plasma. — Cambridge University Press, 2002. — 415 p. — ISBN 9780511037276.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Адроны в Физической энциклопедии
Ку элемент пĕрчĕкĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Физикăри пĕрчĕсем |
|
---|---|
Фундаментри пĕрчĕсем | |
Пуçтарăннă пĕрчĕсем | |
Пĕрчĕсен ят-йышĕ • Барионсен ят-йышĕ • Мезонсен ят-йышĕ |