Контент патне куҫ

Аспект (лингвистика)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Аспект ( лат. aspectus — тĕс, сăн-сăпат, курăм, пăхнă ен) е вид (ку термин вырăс чĕлхинчен) — грамматика категорийĕ, калаканни ĕçхĕл вăхăт тĕлĕшпе е ытти енĕпе епле шунине хăйĕн шухăшларăшĕпе палăртни.

Глаголсен аспекчĕсене тĕпчессине аспектологи теççĕ.

Аспект вырăс чĕлхинче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăс чĕлхинчи аспект кашни глагол е "совершенный вид", е "несовершенный вид" тăрăмĕнче пулнине кăтартать. Кун пек аспект чăваш чĕлхинче çук.

Аспект чăваш чĕлхинче[1]

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Çирĕплетӳ тата хирĕçлев аспекчĕсем (вулатăп — çирĕплетӳ аспекчĕ, вуламастăп — хирĕçлев аспекчĕ).
  • Пултараслăх аспекчĕ (вулаятăп, — кунта çавăн пекех çирĕплетни те пур).

Вулаймастăп формăна илес пулсан, кунта вара хирĕçлев тата пултараслăх аспекчĕсем пур теме пулать, — урăхла унашкал ситуацие пултараймаслăх аспекчĕ тени те пулать.

Чăваш чĕлхинчи глаголăн çавăн пекех ытти аспектсем пулма кирлĕ. Анчах та ăславçăсем çакна паянхи куна çитиччен çителĕклĕ тĕпчемен е ун çине питех çаврăнса та пăхман.

  • Вопросы глагольного вида, М., 1962;
  • Ломов А. М., Очерки по русской аспектологии, Воронеж, 1977;
  • Гловинская М. Я., Семантические типы видовых противопоставлений русского глагола, М., 1982;
  • Бондарко А. В., Принципы функциональной грамматики и вопросы аспектологии, Л., 1983;
  • Маслов Ю. С., Очерки по аспектологии, Л., 1984;
  • Теория грамматического значения и аспектологического исследования, Л., 1984;
  • Comrie B., Aspect, Camb. — [a. o., 1976];
  • Kuryłowicz J., Problèmes de linguistique indo-européenne, Wrocław, 1977;
  • Thelin N., Towards a theory of aspect, tense and actionality in Slavic, Uppsala, 1978;
  • Tense-aspect: between semantics and pragmatics, Amst. — Phil., 1982;
  • Fontaine J., Grammaire du texte et aspect du verbe en russe contemporain, P., 1983;
  • Dahl Ö., Tense and aspect systems, Oxf. — N. Y., 1985.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Сергеев Л.П. Глагол. // Чăваш чĕлхи. Энциклопеди словарĕ. Шупашкар, 2004