Гиперболоид
Гиперболо́ид (ав.гр. ὑπερβολή — гипербола, тата εἶδος — курăм, сăнар) — виçĕ хапаллă уçлăхри хупă мар тата варри пур иккĕмĕш ретри çий, Декартла координатсенче унăн танлăхĕ ак çапла
- (пĕррелле гиперболоид),
кунта a и b — чăн çурма тĕнĕлсем, а c — ытарлă çурма тĕнĕл;
е
- (иккĕлле гиперболоид),
кунта a и b — ытарлă çурма тĕнĕлсем, а c — чăн çурма тĕнĕл[1].
Енчен a = b пулсан, кунашкал çийе çаврăм гиперболоичĕ теççĕ. Çаврăмла тата пĕррелле гиперболоида гиперболăна унăн ытарлă тĕнĕлĕ тавра çавăрса тума пулать, иккĕллине — чăн тĕнĕл тавра çавăрса. Çаврăмла-иккĕлле гиперболоид вăл пăнчăсен геометрилле вырăнĕ (P символпа палартма пулать): уйрăм A тата B пăнчăсенчен лери пăнчă патнелли талккăшсен уйрăмлăхĕ ялан пĕр пек: . Кун пек чухне A тата B гиперболоидăн фокусĕсем пулса тăраççĕ[2].
Пĕррелле гиперболоид икĕ хут линейла çий; енчен те вăл çаврăм гиперболоичĕ пулсан, ăна тӳрĕ йĕре унпа хĕресленекен тепĕр тÿрĕ йĕр тавра çавăрса тума пулать.
Кăсăклă фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]А. К. Толстойан «Гарин инженер гиперболоичĕ» романĕнче чăннипе гиперболоид тĕлĕшпе мар, параболоид пирки сăмах пырать.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Энциклопедия Математика, 2002, с. 156
- ^ Энциклопедия Математика, 2002, с. 157