Контент патне куҫ

Ерçӳ вăхăт

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ерçӳ вăхăт

Ерçӳ вăхăт (пушă вăхăт) — пĕрлĕх-истори пулăмĕ, производство ĕçĕпе е пурнăçа кирлĕ ĕçпе хăтланман чухнехи пĕрлехи ирĕклĕ вăхăтăн пайĕ. Икĕ тĕпрен тытăнса тăрать:

  • Экономика — ĕç вăй-халне саракан вăхăт; индивидран лайăхрах аталаннă пайăр çын тăвакан хăтлану.
  • Социологи — социаллă вăхăтăн феноменне хăйне тĕпчени, социаллă-историлле тата индивидуаллă уйрăмлăхĕсенчен пушă вăхăт епле килнине пур енчен те тĕпчени.

Э. Д. Фролов каласа панипе, Аристотель ерçӳне материаллă пурнăçри хăтланусенчен пушаннă вăхăт тесе, граджансене çав тери кирлĕ тытăм тесе палăртнă[1].

Leisure сăмах («ерçӳ вăхăт» — акăл.) licere латин чĕлхинчен тухнăскер, «ерçӳ пул» тени пулать, çак термин пĕрремĕш хут XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче, индустри революцийĕ тапхăрĕнче çуралнă; ун чухне ĕçтешсен хапрăксенче талăкра 18 сехет вăй хума тивнĕ, вырсарникун кăна каннă. 1870 çулта хальхи технологисем тата профпĕрлешӳсем кĕрешни ĕçри вăхăта чакарма май панă, официаллă икĕ кану кунне — шăматкунпа вырсарникуна — çĕнтерсе илнĕ

Çуреме шанчăклă та хаклă мар транспорт пурри кану кунĕсенче ĕçтешсене таçта çитме те май панă. Тинĕс çине кайма пĕрремĕш отпуска 1870 çулта илнĕ, çак çĕнĕчĕк (новинка) Европăра та, Çурçĕр Америкăра та сарăлнă. Ĕçлекенсем шалăвĕсене перекетлесе тăкакласа отпуска валли укçа пухнă, çакăн пек социаллă пулăма кура профпĕрлешӳсемпе усламçăсем ĕçтеш класĕн канăвне ирттермешкĕн тĕплĕн организацилеме тытăннă.

В. Н. Лавриненко çырнипе, пĕрремĕш "ерçӳ вăхăт" ăнлавĕ пирки ыйту лартаканĕ Томас Мор шутланать: «Тĕппинчен илсен, ерçӳ вăхăтăн пĕрлĕх пулăмĕн тупсăмне Т. Мор çав тери тĕплĕн палăртнă, вара ун хыççăнхи философсемпе социологсем çак теорие çĕннине нимĕн те кĕртеймен.» [2]

Ерçӳ вăхăчĕпе кашни хăй епле усă курни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Пултаруллă тĕс — çак тĕсе çын хăйĕн пултарулăхне япала çĕнĕрен шутласа туни е ăна тепĕрринчен пăхса тунинче уйăрса илме пулать.
  2. Культурăпа паллашни тĕс — чун-хакăл культурин шайне хăпартни, музейсене, театрсене, филармонисене, ӳкерчĕк галерейисене, куравсене, концертсене, библиотекăсене çӳрени.
  3. Рекреаци тĕсĕйăпану канăвĕн тĕсĕ: пулă тытни, туризм, ташăсем тата ыттисем.

Тĕрлĕ йăлара

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Белфорт Бах çыравçă 1884 çулта «Социализм тата вырсарникун пирки» кĕнеке хатĕрлесе кăларнă. Унăн шухăшĕпе, кашни çынăн канма май кирлĕ.

Маркс Верх Ева ĕçĕпе, европейсемпе американсем 1960—1970 çулсенче «ерçӳ вăхăтлă социализм» йăлипе пурăнма тытăннă. Вĕсен шухăшĕпе, кашни çынна кукăлĕн пĕчĕк пайне парсан, кашни çынна тивĕçтерме пулать. Çапла вара çынсем хăйсен пушă вырăнне ырлăха пама тата ӳнере, спорта аталатарма пултарĕç.

Асоциаллă-гедониллĕ евĕр ăнлав

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асоциаллă-гедониллĕ тĕс — ерçӳ вăхăта мораль енчен питĕ сивлĕ хаклавла ирттерни.

«Трудоголик» — хăйĕн ерçӳ вăхăтне ĕçе паракан çын. Вăл канма юратмасть, çапла ĕнтĕ карьера çулĕнче çитĕнӳ тăвасшăн пĕтем вăйне парать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Феномен досуга в античном мире 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ. // Фролов Э. Д. Парадоксы истории — парадоксы античности. СПб.: Издат. дом СПбГУ, 2004. — 420 с. ISBN 5-288-03475-3
  2. ^ Лавриненко В. Н. Социология. М.: 2004. С. 290

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
вырăсла
урăх чĕлхепе
  • Paul Yonnet. Travail, loisir, Temps libre et lien social. Paris: Gallimard, 1999.
  • L’Avènement des loisirs (1850-1960). Paris: Flammarion, 2001

Шаблон:Çын прависем