Контент патне куҫ

Жужуй

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Жужуй ( исп. Jujuy )- Аргентинăн çурçĕр енче вырнаçнă провинцийĕ. Тĕп хули - Сан-Сальвадор де Жужуй.

Лаптăкĕ 53 219 çм2. Халăх йышĕ: 612 пин çын ( 2001 ).

Сăрт-тусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Жужуй провинцийĕ Андсем тăрăхĕнче вырнаçнă. Сăрт-тусенчен чи пысăкки 5 930 метр çӳлĕшне çитет (Чаньи тăвĕ).

Пысăк ялхуçалăх эртелĕсем кăнтăр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă. Чылайăшĕ табак (Жужуй провинциче 30 % ӳстереççĕ), пылак чĕкĕнтĕр, иçĕме тата тĕрлĕ çимĕçсене ӳстереççĕ.

Жужуй провинцийĕ ресурсĕсемпе питĕ пуян: ылтăн, кĕмĕл, пăхăр, тăхлан, нефть, газ.