Контент патне куҫ

Кĕмĕл

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кĕмĕл / Argentum (Ag)
Атом номерĕ47
Ансат япалалăхăн курăмĕ
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
107,8682 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ144 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
1-й 730,5 кДж/моль (эВ)
2-й: 2070 кДж/моль (эВ)
3-й: 3361 кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ[Kr] 4d10 5s1
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус134 пм
Ион радиусĕ(+2e) 89 (+1e) 126 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
1,93
Электрод потенциалĕ+0,799
Оксидлав капашĕсем2, 1
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх10,5 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш25,36[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх429 Вт/(м·K)
Шăрану температури1 235,1 K
Шăраннин пайлавла ăшши11,95 кДж/моль
Вĕрев температури2 485 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ254,1 кДж/моль
Моль калăпăшĕ10,3 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕкубла енĕпе центăрланă
Решетке периочĕ4,086 Å
c/a танлашăнни
Дебай температури225 K

Этем кĕмĕлпе авалтанах паллашнă. Кĕмĕл, ылтăн пекех, çутçанталăкра хăйшăран тĕсĕпе тĕл пулать — ăна тăпраран шăратмасăрах тупнă. Çавăнпа ĕнтĕ кĕмĕл нумай халăх культурă йăлисенче ĕмĕрсем витĕр курăнать. Ассирипе Пайпăлта кĕмĕл таса металл вырăнĕнче пулса Уйăхăн символĕ шутланнă. Вăтам ĕмĕрсем тапхăрĕнче кĕмĕл тата унăн шăрантарнă хутăшĕсем алхимиксем таврашĕнче питĕ чыслă пулнă. XIII ĕмĕрĕн варринчен пуçласа кĕмĕл савăт-сапа тумалли йăлаллă материал пулса каять. Унсăр пуçне, кĕмĕлпе паянкуна çити те хыт укçа çапма усă кураççĕ.

Физикă-хими уйрăмлăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кĕмĕл, хими палли Ag, - шурă метал, çемçе те туптанакан. Кĕмĕлĕн çутă хирĕç хевтелĕхĕ 94%, шăрату температури — 964,5 Цельси градусĕ. Тачăлăхĕ — 10,5 г/см^3. Тап-таса кĕмĕле техникăра тата капăрлатакан ӳнерлĕхре çĕмçе пирки усă курмаççĕ. Савăт-сапа тата ювелир япалисене тунă чух халĕ кĕмĕлĕн пăхăрпа хутăш шăранăвĕ. Кĕмĕле хачăпа тата пăчкăпа касса ăсталама çăмăл, гравир тума ансат, тăсăлавлăхĕ çав тери мăнаç: металăн пĕр грамне 2 çухрăма туртса тăсма пулать. Кĕмĕл лаптакне 0.25 мм çинçелĕхчен туптанать. [2][3]

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тӗп статья: Кĕмĕл изотопĕсем
Кĕмĕл укçа

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Редкол.:Зефиров Н. С. (гл. ред.) . — Советская энциклопедия. — Т. 4. — 20 000 экз. — ISBN 5—85270—039—8
  2. Г. Федотов, "Звонкая песнь метала" 1990, тиражĕ: 100 000}}
  3. Кӗмӗл мӗн вӑл