Иванов Игнатий Иванович
Курӑнакан калӑплав
Игнатий Иванов | |
Çуралнă вăхăт: | 1848 ç. |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Кăнна Кушки ялĕ, Пăва уесĕ, Хусан кĕперни, (халĕ Тутарстанăн Теччĕ районĕ) |
Вилнĕ вăхăт: | 1885 ç. |
Вилнĕ вырăн: | Кăнна Кушки ялĕ, Пăва уесĕ, Хусан кĕперни |
Гражданлăх: | РФ |
Ĕçлев тĕсĕ: | Проза, куçару |
Ĕçсен чĕлхи: | Чăваш |
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Иванов Игнатий Иванович, (1848 çул, Кăнна Кушки ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Тутарстанăн Теччĕ районĕ) — 1885) — чăваш прозăçĕ, тăлмачĕ[1].
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1848 çулта Хусан кĕпернине кĕнĕ Кăнна Кушки ялĕнче (Тутарстанăн Теччĕ районĕ) çуралнă.
Вулама-çырма хăй тĕллĕн, Чĕмпĕрте И. Яковлев патĕнче, кайран Хусанти крешен-тутар шкулĕнче пĕлӳ пухнă.
1871–79 çулсенче Чĕмпĕр тата Хусан кĕпернисенче шкулти вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ.
1879 çултанпа тăван ялĕнчех ĕмĕрленĕ. 1885 çулта çĕре кĕнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Калавсем, очерк çырнă. Игнатий Иванов çак ĕçсен авторĕ:
- «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă»;
- «Çынна усал тăвакан хăй не усал курать»;
- «Аттуна тăхăн та çăматтуна ан пăрах»;
- «Чăвашсем» (Чуваши, 1881)
- «Эпĕ Хусана веренме кайни»
Унăн ĕçĕсене вилнĕ хыççăн кăна пичетленĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |